АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун йĕркинче – çурт-йĕр ыйтăвĕ

14 февраля 2014 г.

"Пурăнмалли вырăна ишĕлес патне çитнисен йышне 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне кĕртнĕ фондран çĕнĕ хваттерсене куçармалли программăсене федераци субъекчĕсенче пурнăçласси çинчен" ыйтупа ĕнер пĕтĕм Раççейри селектор видеоканашлăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. РФ строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Михаил Мень 2012 çулта çĕршыври пурăнмалли юхăннă çуртсенчен çĕнĕ хваттерсене куçармалли тĕллеве 93 проц. пурнăçланине пĕлтернĕ. Бурят Республики плана 13 проц. çеç тултарнă. Карачай-Черкес Республикинче, Мурманск облаçĕнче тĕллев пачах пурнăçланман. Плана 13 регионта кăна 100 проц. тултарнă. Пĕлтĕр 650 пин тăваткал метрта пурăннă 42 пин çынна савăнтарма палăртнă. Анчах 21,4 пин (51,9 проц.) çеç юхăнчăкран куçнă тата пурăнмалли вырăнпа çыхăннă документсем хатĕрлеççĕ. Министр иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнчи лару-тăрупа танлаштарсан ĕç лайăхланнине асăнчĕ. Ун чух кивелчĕкрен куçарнисен хисепĕ 4 проц. çеç пулнă. "Чăваш Республикинчи ишĕлес патне çитнĕ пурăнмалли çуртсенчен куçарасси" программăна ĕçе кĕртме 26 муниципалитет йĕркеленĕвĕнчен 18-шĕ хутшăннă. 2012-2013 çулсенче хăтлă хваттерсене 67 йăптăх-яптăх çуртри 554 çын (228 çемье) пурăнма кĕнĕ – программа ăнăçлă пурнăçланнă. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне авари шайĕнчи нумай хваттерлĕ 859 çурта шута илнĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле 264-шĕнчен 1467 çемьене çĕнĕ хваттерсене куçарма палăртнă. С.СЕРЕГИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика