АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕклех ĕçе юратнă

12 февраля 2014 г.

Пĕчĕклех ĕçе юратнă

Вера Федоровна Лысенина 20 çула яхăн Вăтапуç шкулне ĕçе утать. Унта вăл завхоз пулса тимлет. В.Лысенина 1964 çулхи нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Çатăрка Çырми ялĕнче çуралса ÿснĕ. Туслă çемьере пĕр ывăл тата пилĕк хĕр çитĕннĕ. Вера – чи кĕçĕнни. Ашшĕпе амăшĕ, Федор Никитичпа Татьяна Тимофеевна Никитинсем, ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма вĕрентсе ÿстернĕ. Ĕçлеме ÿркенмен хĕр упраçа, вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă пулин те, капмар хула илĕртмен. Вăл малалла вĕренме каяс вырăнне Канашри почта уйрăмне ĕçлеме çул тытнă. Анчах пурнăçăн тĕрлĕ кăлтăкĕсене пула çак ĕçе пăрахма тивнĕ. Çакăн хыççăн Вера Федоровна колхозра (Вăтапуçĕнче) йĕркеленĕ пĕчĕк фабрикăра çĕвĕç пулса ĕçленĕ. Халĕ В.Лысенина хăй çуралса ÿснĕ тăван ялтах пурăнать, çемьеллĕ. Упăшкипе, Вячеслав Юрьевичпа, хĕрпе ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем те мăшăрланнă. Алина çемйипе Шупашкарта пурăнать, мăшăрĕпе тата ачисемпе хăнана тăван киле час-часах килсе çÿреççĕ. Руслан çемйипе Санкт-Петербург хулинче тĕпленнĕ, вĕсем кĕсье телефонĕпе çыхăну тытса тăраççĕ. Çак кунсенче пирĕн ĕçтешĕмĕр 50 çул тултарчĕ. Эпир, пĕрле ĕçлекенсем, Вера Федоровнана юбилей ячĕпе саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр. Чăваш сурпанĕ пек ĕмĕрÿ вăрăм пултăр санăн. Л.ГРИГОРЬЕВА. Вăтапуç шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика