АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрманçă

12 февраля 2014 г.

Арçыннăн хăйĕн ĕмĕрĕнче пÿрт лартса, ачасене ÿстерсе тата йывăçсем лартса хăвармалла, тенĕ. Çак хушусене Тăрăн ялĕнче пурăнакан И.Михайлов пурне те пурнăçланă. Ачалăхĕ унăн йывăр вăхăтра иртнĕ. Ашшĕ, Михаил Ильич Петухов, Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлекенсен ретне тăнă. Унăн мăшăрĕ, Варвара Прохоровна, виçĕ ачипе колхозра ырми-канми, выçăллă-тутăллă ĕçлесе Аслă Çĕнтерÿ кунне çывхартма тăрăшнă. Михаил Ильич Брянск фронтĕнче йывăр аманнă, тухтăрсен унăн хăрах урине татма тивнĕ. Ăна вĕçне çити сипленме Молотов (халĕ Пермь) хулинчи çар госпитальне ăсатнă. Çакăнта ĕнтĕ уншăн вăрçă пĕтнĕ. Тăрăн çамрăкĕ çапăçусенче хăюлăх кăтартнăшăн правительство наградисене тивĕçнĕ. Вĕсенчен уншăн чи хакли – Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ. Михаил Ильич вăрçăччен вăрманçă пулса ĕçленĕ. Ывăлне, Илюша, хăйĕнпе пĕрле час-часах вăрмана илсе кайнă, çак асамлă тĕнче çинчен каласа панă. Ÿснĕçемĕн Ильян шухăшĕ çирĕпленсе пынă – унăн та çитĕнсе çитсен ашшĕ çулĕпе каяс килнĕ: вăрмансен лаптăкĕсене ÿстермелле, вĕсене сыхламалла, упрамалла. Мĕн шутланине пурнăçа кĕртнĕ вăл, хăйĕн ĕмĕрне вăрман ĕçĕпе çыхăнтарнă. Вăтăр ултă çул вăрманçă пулса тăрăшнă. Унăн ĕçĕнчи пĕр тĕслĕхе кăна илсе кăтартам-ха. Ĕлĕкрех психиатри больницинчен пуçласа ачасен канмалли А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ лагерь таран хăйăрлă пушă вырăн выртнă. Унта акнă тыр-пул вăй илсе ÿсеймен – типсе ларнă. Халĕ çак вырăна паллаяс та çук: йĕри-тавра хыр вăрманĕ, ачасем çуллахи каникулта уйăхлăха канма килеççĕ, хĕл кунĕсенче ватти-вĕтти йĕлтĕрпе ярăнса сывлăхне çирĕплетет, ăмăртусене хутшăнать. Илья Михайлович тăрăшнипе Канашри механизациленĕ вăрман хуçалăхĕн территорийĕнче çамрăк хунавсем ÿстерсе урăх вырăнсенче çĕнĕ вăрмансем мĕн чухлĕ чĕртмен пулĕ. Çакăн çинчен сăмах пуçарсан ватă вăрманçăн куçĕсем йăлкăшма пуçлаççĕ, чĕри савăнăçпа тулать, чунĕпе çамрăклансах каять. И.Михайлов вăрман хуçалăхĕнче тĕрлĕ вăхăтра пуçлăхра ĕçленĕ Н.Крутова, К.Графовăна, В.Михайлова ырăпа аса илет. Вĕсем хăйсем те Илья Михайловича шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа туса пынăшăн, хушнă ĕçе вăхăтра, тĕплĕн пурнăçланăшăн хисепленĕ, ыттисем умĕнче ырă тĕслĕх вырăнне хунă. Илья Михайловичăн хастар ĕçне "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ лесовочĕ" хисеплĕ ят, Хисеп грамотисем, кăкăр çине çакмалли паллăсем парса хакланă, "Ĕçри хастарлăхшăн", "Ĕç ветеранĕ", Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей медалĕсемпе наградăланă. Илья Михайловичпа Серафима Максимовна Михайловсем 5 ача çуратса ура çине тăратнă, пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупма пулăшнă. Ялти хисеплĕ ватăсем ултă кĕтеслĕ тăпăлкка йывăç пÿртре Лена ятлă хĕрĕпе пурăнаççĕ. Шалта тирпейлĕ те таса. Тата çакна çырса хăварас кăмăлăм пур. Улатăра каякан чукун çул хĕрринче йывăçсем хушшинче "Энергия" акционерсен хупă пĕрлĕхĕн административлă çурчĕ ларать. Пĕрлĕхе Илья Михайловичăн мăнукĕ В.Михайлов ертсе пырать. Виталий Николаевич аслашшĕ пăхса тăнă вăрманпа кашни кунах киленет.Таса та уçă сывлăшпа кăкăр тулли сывласа ватă вăрманçăна ырăпа асăнса ăшпиллĕ сăмахсем калать. Нумаях пулмасть Илья Михайлович çуралнăранпа 84 çул çитнине ачисемпе, мăнукĕсемпе, тăванĕсемпе, тусĕсемпе паллă турĕ. Пурте вĕсем хисеплĕ вăрман-çа, тыл ĕçченне вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх, килĕшÿ, канлĕ ватлăх сунчĕç. М.ИВАНОВ, Пайкилт ял тăрăхĕнчи ваттисен канашĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика