АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ямашри культура çуртне – 95 çул

12 февраля 2014 г.

Ямашри культура çуртне – 95 çул

Кăçалхи çула Ямаш ялĕнче пурăнакансем пысăк уявпа кĕтсе илчĕç. Вĕсем ялти культура çуртĕнче клуб уçăлнăранпа 95 çул çитнине паллă турĕç. Паллă уяв чылай хăнана тата пултарулăх ушкăнĕсене пуçтарчĕ. Пирĕн ялти культура çуртĕнче пурне те яланах уяв кĕтет. Зал варринче "Клуб историйĕ тата унăн çитĕнĕвĕсем" курав йĕркеленĕ, унта кашниех клуб кун-çулĕпе паллашма, кĕнекесем вулама, тĕрлĕ мероприятисен фотоотчечĕсене курса хаклама тата çĕнсе илнĕ наградăсемпе мăнаçланма пултарчĕ. Библиотека ĕçĕсен тата культура аталанăвĕн центрĕн директорĕ М.Краснова иртнĕ çулхи чи пысăк çитĕнĕве палăртса хăварчĕ, культура çурчĕн драма кружокĕ "Театр яланах" республика конкурсĕнче II степеньлĕ диплома çĕнсе илнĕ. Уява Ямаш шкулĕнче кĕçĕн класра вĕренекен ачасен ташă ушкăнĕ уçрĕ (пултарулăх ертÿçи Н.Александрова). "Русские матрешки" ташша зал тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. Пуçтарăннисене Ямаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Харитонов саламларĕ, ялти клуба еплерех лару-тăрура уçнине каласа кăтартрĕ. 1919 çулхи кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче Ямаш ялĕнче клуб-читальня ĕçлеме пуçланă. Çакăн çинчен хăйĕн çырăвĕнче клуб заведующийĕ пулма суйланă, Ямаш шкулĕн учителĕ, Чарпуçĕнчи почта уйрăмĕн заведующийĕ Сергей Петров пĕлтерет. Уявра çавăн пекех Ямаш ял тăрăхĕн специалисчĕ А.Данилова, Ямаш шкулĕн директорĕ А.Владимиров тата ыттисем те тухса калаçрĕç. 95 çул хушшинче клубра чылай çын ĕçленĕ, вĕсем пурте ялти культура шайне çÿллĕ шайра тытса пырас тĕллевпе ырми-канми тăрăшнă. Юбилей уявĕнче Г.Никитина, Т.Николаева, Е.Крылова, Н.Стеклова, А.Никитина, Л.Александрова библиотекарьсене, Н.Данилова, В.Александрова, А.Семенова, О.Кириллова, Т.Стеклова, Г.Никитина, Г.Максимов, В.Владимиров, Л.Крылова клуб заведующийĕсене, П.Федоров, В.Муштаков киномеханиксене чунĕсене парса ĕçленĕшĕн тав сăмахĕ каларĕç. Шел, иртнĕ çулта районăн чи лайăх культура ĕçченĕ Семен Владимирович Максимов художник тата баянист пирĕнтен ĕмĕр-лĕхех уйрăлса кайрĕ. Вилнисене пĕр минут шăп тăрса асăнчĕç. Йывăрлăхсене пăхмасăр çак пултаруллă çынсем пирĕн тăрăхăн хăйне евĕрлĕ культурине ачасемпе мăнуксем валли упраса пырса илсе çитерме пултарнă. Уява районти Культура çурчĕн "Ентешсем" ансамбль концерчĕ пĕтĕмлетрĕ (пултарулăх ертÿçи Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Стеклов). Залра ларакансем юрăçсемпе пĕрле юрăсене юрларĕç, алă çупса хавхалантарчĕç. Ямашри культура çурчĕ çамрăксенчен пĕр самантлăха та татăлмасть, вĕсем унта çывăхри 11 ялтан пуçтарăнаççĕ. Культура çуртне тăххăрмĕш çул Маргарита Краснова ертсе пырать. Унăн ĕçĕпе пурте кăмăллă. Ямаш ялĕнче тăрăшакан культура ĕçченĕсене малалла та пысăк çитĕнÿсемпе ĕçлесе пыма ăнăçу сунатпăр. В.НИКИТИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика