АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, малашнехисене палăртрĕç

12 февраля 2014 г.

Тунти кун район администрацийĕн пайсемпе службăсен ертÿçисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен анлă канашлăвĕ иртрĕ. Ăна яланхи пекех райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ.Канашлу ĕçне Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ О.Павлов хутшăнчĕ. Кун йĕркинче ултă ыйту пулчĕ. Раççей Федерацийĕн çыннисене ĕçпе тивĕçтересси çинчен калакан саккунăн 25-мĕш статйине пурнăçа мĕнле кĕртсе пыни тата ĕç паракансем патне халăха ĕç тивĕçни çинчен тулли тата шанчăклă информаци парса тăрасси пирки Канаш хулипе район халăхне ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Б.Семенов каласа пачĕ. Ку енĕпе центрăн ĕçе активлантармалла. Район администрацийĕн граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пайĕн пуçлăхĕ И.Сергеева çемье институчĕн ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ тата кăçалхи задачăсене палăртрĕ. Иртнĕ çул районта 626 ача (2012 çулта 606 пулнă) çут тĕнчене килнĕ, вилекенсем виçĕм çулхипе танлаштарсан 78 çын сахалланнă, çуралнисем пурнăçран уйрăлса кайнисенчен 948 çын нумайрах. Арçынсен пурнăçĕ вăтамран 59 çул, хĕрарăмсен – 75. Çемье çавăрнисем 14 мăшăр хушăннă, уйрăлакансем нумайланнă – 19 мăшăр. Кăçалхи кăрлачăн 31-мĕшĕнче республикăра "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх марафонĕ 17-мĕш хут старта тухрĕ. Ăна Чăваш Енти ача-пăча фончĕ 75 çул тултарнине халалланă. Пĕлтĕр республикăра пурăнакансен тата предприятисемпе организацисен вăйĕпе 8,5 миллион тенкĕ пуçтарнă, районта – 175210 тенкĕ. Хулапа район çыннисене социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлева канашлăва пынисене марафон çинчен вырăнти халăха пĕлтерме, предприятисемпе ял тăрăхĕсенче çак енĕпе ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркелеме чĕнсе каларĕ. Чăваш Республикинчи социологсен "Социс-М" обществăлла организацийĕ пĕлтĕрхи юпа тата чÿк уйăхĕсенче республикăра пурăнакансем социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне мĕнле хакланине пĕлес тĕллевпе ирттернĕ соцыйтăмăн пĕтĕмлетĕвне пурте пысăк интереспе итлерĕç. Ăна район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров вуласа пачĕ. Вăлах районта чи малтан татса памалли ыйтусене пурнăçлас енĕпе йĕркелемелли мероприятисен планĕпе паллаштарчĕ. Район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ А.Егоров районти управлени органĕсен, гражданла оборона вăйĕсен тата Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикипе ĕçлекен тĕп управленийĕн районти звенин иртнĕ çулхи ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ, кăçал тумалли ĕçсен планне канашлăва хутшăнакансем патне çитерчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 109 пушар (пĕлтĕрхинчен 20 нумайрах) тухнă, 20 çын пурнăçĕ татăлнă. Пирĕн районта вут-çулăм 7 хутчен алхаснă. Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ О.Павлов кашни пушар мĕнле инкек-сиен кÿни çинчен массăллă информаци хатĕрĕсенче тĕплĕн çутатса памаллине палăртрĕ. "Кашниех вут-кăварпа тимсĕр пулни пысăк инкек кăтартнине туйса илтĕр, хăйне ун пек инкек пырса ан çаптăр тесе питĕ асăрхануллă пултăр", – терĕ вăл. Район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслевĕн тата кадрсен ĕçĕн пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ А.Тямина ял тăрăхĕсен сайчĕсене тишкерчĕ, "Районти ял тăрăхĕн чи лайăх сайчĕ" конкурса пĕтĕмлетрĕ. Пĕрремĕш вырăна Уçырма ял тăрăхĕ тивĕçрĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене – Шăхасан тата Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕсен сайчĕсем. Вĕсене дипломсемпе парнесем пачĕç. Анлă ларура Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕсене А.Антоновăна (Вăрăмпуç шкулĕ), Ю.Григорьева (Хучел), К.Ильинапа М.Кирилловăна (Вырăскас Пикших), А.Семеновăна (Шăхасан), Н.Филипповăна (Янкăлч) тата А.Васильева (Çĕнĕ Шелттемри спорт шкулĕ) чысларĕç. Гражданла оборонăна çĕнетсе çирĕплетес ĕçре палăрнисене Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн Тав çырăвне парса хавхалантарчĕç. Районăн активисчĕн, тавра пĕлÿçĕн В.Прокопьевăн ырă ĕçне район администрацийĕн Хисеп грамотипе палăртрĕç. В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика