07 февраля 2014 г.
Уйăх пуçламăшĕнче Вăрнар поселокĕнчи физкультурăпа спорт комплексĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн, РФ спорт мастерĕн Ю.А.Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтассипе турнир иртрĕ. Унта 19 команда хутшăнчĕ. Вĕсен хушшинче – Мордва, Мари Эл, Тутарстан Республикисен, Киров облаçĕн спортсменĕсем. Турнира яланхи пекех Ю.А.Попов уçрĕ. Турнира килнĕ хăнасем сăмах каларĕç. Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕ Е.Мельников тата Олимп вăййисене хутшăннă Е.Николаева спортсменсене çирĕп сывлăх, ăнăçу, спортпа ялан туслă пулма сунчĕç. Турнирта малти вырăнсене йышăннисем хушшинче Янкăлч вăтам шкулĕн физрукĕ В.Филиппов (ÿкерчĕкре сулахайран пĕрремĕшĕ) тата вĕренекенĕ Л.Владимиров пулчĕç. Вĕсем пьедесталăн иккĕмĕш тата виççĕмĕш картлашкисем çине хăпарчĕç. В.ФИЛИППОВ.