АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нушине ачаран курнă

07 февраля 2014 г.

Ял çыннисем ăна хисеплесе Наççа аппа теççĕ, кÿршисем – Наççа инке, килтисем – папуç. Кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн юратнă çыннăм 92 çул тултарчĕ. "Ват çын – тăват çын" теççĕ чăвашсем. Пирĕн папуç вара вун тăватă çынна тăрать. Тепĕр çамрăк çынран та ирттерет вăл. Ăсĕпе те, ĕçĕпе те маттур. Çу кунĕсенче пахчара тăрмашать: пахча çимĕç лартать, çум курăк çумлать. Утă вăхăчĕ çитсен çава та тытать, сенĕкпе кĕрепли те выляса çеç тăраççĕ унăн аллинче. Мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхнĕскер, паян кун та кил карти тулли выльăх-чĕрлĕх усрать, хур-кăвакал тытать вăл. Хĕл кунĕсем çитсессĕн вара алса-нуски çыхать, хаçат-журнал вулать. Паянхи кунччен те куçлăх тăхăнса курман вăл. Ăсĕ çирĕпех-ха унăн. Ача чухнехи выçлăх çулĕсене, вăрçă чухнехисене аса илсен вара пирĕн папуçăн куçĕсем шывланаççĕ. Папуç – Анастасия Никитична Федотова (Никитина) Çĕнĕ Мами ялĕнче 1922 çулхи кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче çуралнă. Ултă ывăл та пĕр хĕр çитĕннĕ вĕсен çемйинче. Нуши-асапне ачаранах тÿссе ирттерме тивнĕ унăн. Сакăр çула çитсессĕн амăшĕ çĕре кĕнĕ. Пĕтĕм хĕрарăм ĕçĕ ун çине тиеннĕ. 11 çула çитсессĕн хĕр ача 4 класлă шкула вĕренме кайнă. Унта пĕлÿ илнĕ хыççăн Аслă Мамири 7 çул вĕренмелли шкула çул тытнă. Вун çиччĕ тултарсан шкул вĕренсе пĕтерет, ял çамрăкĕсемпе пĕрле Мускава ĕçлеме тухса каять. 1941 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан яла таврăнма тивет. Часах вĕсене Тăвай районне окоп чавма яраççĕ. Унтан таврăнсан "Ворошилов" (Çĕнĕ Мами) колхозра вăй хурать. Комбайнер пулма ĕмĕтленнĕскер çамрăк хĕр Шăхасанти МТСа вĕренме кĕрет. Анчах нумай вĕренеймест – Иваново облаçне торф кăларнă çĕре яраççĕ. Çур çул ĕçленĕ хыççăн Вичуга хулине пир-авăр комбинатне ĕçлеме кайнă. 1945 çулта, вăрçă чарăнсан, Наççа яла таврăнать. Анчах та унăн ашшĕпе Санькка пиччĕшĕ вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Пĕччен ура çине тăма кансĕр пулнă çамрăк хĕре. Анчах та вăл пуçне усман, ырми-канми тăван колхозра уй-хир бригадинче ĕçленĕ. Колхоз председателĕ, Алексей Якимович, маттур хĕре асăрхать те фермăна дояркăна ĕçлеме чĕнет. Хĕр килĕшет. 50-мĕш çулта фермăна Пайкилт ялне куçарнă, çавна май ĕçе тепĕр яла çÿреме тивет. 1951 çулта Наççа Пайкилт каччипе, вăрçăран таврăннă Ермолай Федотовичпа, çемье çавăрать. Туслă çемье тăватă хĕр ÿстерет. Шел пулин те, мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕрет. Ачисене пĕчченех ура çине тăратма тивет унăн. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен Анастасия Никитична колхозра вăй хунă, нумай çул хушши бригадирта ĕçленĕ. А.Федотова Тыл ĕçченĕ, Ĕç ветеранĕ ятсене илме тивĕç пулнă. Аслă Çĕнтреÿ 30, 40, 50, 60, 65 çулсем тултарнă ятпа кăларнă юбилей медалĕсемпе чысланă. Республика тата район грамотисемпе наградăланă. Паян Анастасия Никитична тăватă хĕрĕпе, çичĕ мăнукĕпе тата тăватă кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурăнать. Л.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика