АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕринчен тепри маттуртарах

07 февраля 2014 г.

Шуркасси шкулĕ пире хăйсен тĕрлĕ енлĕ, илемлĕ тата интереслĕ иртекен мероприятийĕсемпе час-часах тĕлĕнтерет. Унта вĕренекенсем конкурссенче, олимпиадăсенче, спартакиадăсенче çĕнтерсе савăнтараççĕ. Çакă, паллах, вĕрентекенсенчен те нумай килет. Учительсем ачасене чуна парса вĕрентме тăрăшаççĕ, вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн хĕпĕртеççĕ. Çак кунсенче пирĕн шкулта пуçласа "Шкул пики" конкурс иртрĕ. Конкурса 10 тата 11-мĕш класра вĕренекен хĕрсем хутшăнчĕç. Конкурсра пĕринчен тепри маттуртарах пулма хĕрсем сахал мар тăрăшрĕç, ташă-юрă, тĕрлĕ костюм тата презентаци хатĕрлерĕç. Пĕрремĕш конкурс "Дефиле" ятпа иртрĕ. Кунта хĕрсем хăйсене сцена çинче мĕнле тытма пĕлнине кăтартрĕç. Иккĕмĕш конкурс – "Девочка с обложки", ăна валли хĕрсем хăйсен ачалăхĕ пирки кĕске презентаци хатĕрленĕ. Виççĕмĕш – "Хозяюшка". Ку конкурсра çамрăк пикесем апат-çимĕç хатĕрлес пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Тăваттăмĕш конкурс "Модельер" ятпа иртрĕ. Унта хĕрсем хăйсен пултарулăхĕпе чăннипех тĕлĕнтерчĕç (хутран, хаçатран, конфет хучĕсенчен кĕпесем хатĕрленĕ). Пиллĕкмĕш конкурс – "Творческий". Ку юрра-ташша юратакансем валли. Анчах Настя хăйĕн пултарулăхне çак конкурсра пачах урăх енĕпе кăтартрĕ. Вăл мĕн ачаран тĕрлĕ прическа ăсталама юратать, çавăнпа хăйне пулăшма чи вăрăм çÿçлĕ хĕр ачана суйласа илчĕ. Кĕске вăхăтра илемлĕ прическа туса куракансен умне кăларчĕ. Таня Петровапа Ирина Федорова хальхи çамрăксен ташшине ташласа савăнтарчĕç. Анна Капитонова пĕрле вĕренекен Валерий Филиппов гитара каласа пулăшнипе "Твои карие глаза" юрра юрласа пачĕ. Дина Павлова Андрей Григорьевпа, Ксения Константинова Дима Максимовпа мăшăрлă ташăпа савăнтарчĕç. Хĕрсем пурте илемлĕ прическăсем тунă, пĕринчен тепри илемлĕ кĕпесем тăхăннă. Куракансене хĕрсем хăйсене илемлĕ тытма пĕлни савăнтарчĕ. Çак пикесем вĕренÿре те хастар, пултаруллă. Конкурс вăхăтĕнче Гена Пальмов "Россия", Оля Никоноровапа Анастасия Филиппова "Дети России" юрăпа куракансене тыткăнларĕç. Çăмăл пулмарĕ жюри членĕсене: шкул директорне Ганна Петрована, музыка тата географи предмечĕсене вĕрентекен Любовь Миронована тата ял-хуçалăх академийĕн студенткине (Ял-хуçалăх академийĕн пики) Анна Игнатьевăна чи пултаруллине тата маттурине суйласа илме. Сарă çÿçлĕ Ксения Константинова малтанхи конкурссенчех хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнларĕ. Вăл "Шкул пики" ятне илме тивĕçлĕ пулнине ăсталăхĕпе те çирĕплетрĕ. Шкул пикин çулран çул куçса пыракан коронине Ксения Константинована тăвăллăн алă çупса парнелерĕç. Ытти хĕрсем те пултаруллă пулчĕç. Дина Павлова – "Мисс грация", Ирина Федорова – "Мисс очарование", Аня Капитонова "Мисс оригинальность", Таня Петрова "Мисс зрительских симпатий", Настя Николаева – "Мисс талант" ятсене тивĕçрĕç. Конкурса директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, физика предмечĕн ертÿçи Людмила Игнатьева ертсе пычĕ. Конкурс пурин кăмăлне те кайрĕ. Вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне юлташĕсен умĕнче пур енлĕн те уçса пачĕç. Кĕçĕнрех классенче вĕренсе пыракансемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулчĕç. Л.ФИЛИППОВА, библиотека заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика