АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх регистрацийĕ нотариус урлă

07 февраля 2014 г.

Кăçалхи нарăсăн 1-мĕшĕнчен федерацин 2012 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче йышăннă 379-ФЗ " саккунĕ вăя кĕчĕ. Унпа куçми пурлăхпа çыхăннă правасен патшалăх регистрацийĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Пурлăх хутшăнăвĕсемпе çыхăннă ыйтусем кашни çынна тенĕ пекех пырса тивеççĕ те – Федерацин патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата картографи службин республикăри управленийĕн ертÿçи Екатерина КАРПЕЕВА тата ЧР Нотариус палатин президенчĕ Елизавета СОКОЛОВА журналистсемпе ятарласа курнăçса çĕнĕлĕхсем çинчен каласа пани чăннипех вырăнлă пулчĕ. Е.Карпеева палăртнă тăрăх – çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн куçми пурлăх суту-илĕвĕпе çыхăннă ĕçсемпе граждансем малашне тÿрремĕнех Росреестра кăна мар, çакна нотариус патĕнче çирĕплетме те пултараççĕ. Хваттер, çурт-йĕр сутнине-туяннине нотариус патĕнче çирĕплетнĕ май граждансем нотариуса куçми пурлăхăн харпăрлăх правине Росреестр органĕсенче регистрацилессине те шанма пултараççĕ. Уйрăм çынсемшĕн çакă, паллах, чи малтанах документсене Росреестрта кĕске вăхăтра регистрацилессипе меллĕ. Регистраци валли кирлĕ заявленисемпе документсене йышăннă хыççăн ĕçе пилĕк ĕç кунĕнче пурнăçлĕç. Танлаштарма: регистраци службине тÿрремĕнех кайсан çакăн валли вунă кун кирлĕ пулĕ. Урăхла каласан харпăрлăх правине васкавлăн регистрацилемелле чух – чăннипех меллĕ. Документсене Росреестр органĕсенче нотариус е унăн ĕçченĕ хăйсемех илме пултараççĕ – куçми пурлăх хуçине параççĕ. Çапла вара нарăсăн 1-мĕшĕнчен тытăнса граждансем хăйсен куçми пурлăхне сутмалла, парнелемелле чухне, çавăн пекех çурт е хваттер туянсан Росреестр управленине те, нотариус патне те кайма пултараççĕ – хăйсен ирĕкĕ. Нотариус патне кайсан документсен право экспертизишĕн регистратор мар, нотариус яваплă пулĕ. Çакна палăртни вырăнлă: нотариус хăй регистраци ĕçĕсене пурнăçламасть, документсен пуххине тĕрĕслесе ĕнентерет çеç. Регистраци ĕçне çав-çавах Росреестр кăна пурнăçлать. Харпăрлăх прави те шăпах унта регистрациленĕ хыççăн тин çуралать. Е.Соколова татăклăн палăртрĕ: "Нотариус йышăннă документсен саккунлăхне тĕрĕслесе ĕнентерет. Вĕсене регистрацие нотариус е унăн ĕçченĕ парсан пурлăх хуçине патшалăх регистрацийĕн хатĕр свидетельствине парĕç". Паллах, нотариуссен ĕç хушăнать. Анчах çакă, Елизавета Ильинична шухăшĕпе, штатсене пысăклатмалли сăлтав пулмĕ. Нотариуссем ĕç хушăнассине малтанах пĕлсе тăнă – хатĕрленнĕ. Çав шутра – кирлĕ техника енĕпе те. Чăваш Енре паян 50 нотариус ĕçлет – ĕлкĕрме тивĕç. Çавăнпа пĕрлех нотариуссен яваплăх шайĕ те ÿсет. Журналистсем ултав тĕслĕхĕсемпе кăсăкланчĕç: кама та пулин ултавçăсем хăратса-ирĕксĕрлесе пурлăхне суттараççĕ пулсан; Нотариус палатин президенчĕн ку енĕпе позицийĕ çирĕп: нотариуссем кашни тĕслĕхре çын хăйĕн куçми пурлăхне мĕншĕн сутнипе кăсăкланма тивĕç. Ирĕксĕрлемеççĕ-и, çак ыйту хуравне те пĕлмелле. Çапла тумашкăн сутаканăн çывăх çыннисен шухăш-кăмăлне пĕлни те ытлашши мар. Çын куçми пурлăхне хăйĕн ирĕкĕпе сутни е парнелени пирки иккĕленÿ çуралсан нотариуса документсене ĕнентерсе Росреестра парассине хирĕçлемешкĕн нимĕн те чăрмантармасть. Çапах та ултавлă тĕслĕх пулсан; Елизавета Ильинична республикăра унашкаллисем час-часах пулманни çинчен каларĕ. Енчен те пулчĕ тĕк, вăл йăнăшнине суд урлă ĕнентерсе парсан куншăн нотариус хăйĕн пурлăхĕпе, укçи-тенкипе явап тытать. Çавна май йăнăшасран сыхланасси чи малтанах нотариуса хăйне кирлĕ. Сăмах май, суту-илĕве нотариус урлă пурнăçламалли мел унччен те пулнă, анчах – ипотека килĕшĕвĕсем тăрăх кăна. Çак пулăшу ĕçĕпе усă куракансем йышлах мар иккен, çавна май саккуна çĕнетни нотариуссен клиенчĕсен йышне ÿстересси куç кĕрет. Е.Соколова тепĕр саманта та асăнчĕ: çулталăк пуçламăшĕнчен нотариуссем чылай ĕçе электрон çыхăнăвĕн мелĕпе пурнăçлама тытăнмашкăн хатĕрленнĕ. Анчах саккун кăларакан ку çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртессине каяраха хăварма йышăннă – кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен. Апла-и, капла-и – нотариуссем "электронкăна" алла илме пĕтĕмпех хатĕр-мĕн. Çавăнпа та утă уйăхĕнчен ĕçе пуçăнмашкăн нимĕнле чăрмав та пулмĕ. Çакă та, паллах, нотариуссен пулăшу ĕçĕсен хăвăртлăхне ÿстересси иккĕленÿсĕр. Н.КОНОВАЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика