07 февраля 2014 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ кăçалхи çула Культура çулталăкĕ тесе Указ кăларса çирĕплетнĕ. Уçырма ял тăрăхĕн муниципалитетăн "Культурăна аталантаракан тата халăха библиотека пулăшăвĕ паракан центр" бюджет культура учрежденийĕнче районта культура çулталăкне халалласа "Халăхшăн чуна парса ĕçлесен" ятпа савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Фойере наци тумĕсен куравĕ ĕçлерĕ, Катекри "Шевле" фольклор ансамблĕ чăвашсен çăкăр пĕçермелли йĕркине кăтартрĕ, Шăхасанти "Парчар" пултарулăх коллективĕ хаваслă юрăсемпе итлекенсен кăмăлне çĕклерĕ. Уяв районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль "Манăн ен – Канаш районĕ" юрра шăрантарнипе пуçланчĕ. Сцена çине район пуçлăхĕ - район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов улăхрĕç. Вĕсем зала пухăннă халăха Культура çулталăкне уçнă ятпа саламларĕç, тăрăшса ĕçленĕшĕн тав турĕç. Владислав Васильевич Кăшнаруй, Çĕнĕ Чалкасси, Çеçпĕл, Сиккасси, Шăхасан, Энтрияль, Шелттем ял тăрăхĕсен муниципалитетăн "Культурăна аталантаракан тата халăха библиотека пулăшăвĕ паракан центр" бюджет культура учрежденийĕсен ертÿçисене О.Козловăна, Т. Никитинăна, Г. Шадровăна, И. Андреевăна, Л. Сергеевăна, А. Лазаревăна, Ю.Максимова район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕ. Çавăн пекех Уçырма, Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене В.Ивановпа Н.Кириллова, Янкăлч тата Шуркасси вăтам шкулĕсен директорĕсене С.Васильевăпа Г.Петровăна тÿрĕ чунпа ĕçлесе пынăшăн награда парса хавхалантарчĕ. Районта "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнисем сахал мар. Вĕсем халăхра ырă ят çĕнсе илнĕ. Чылайăшĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Уява пирĕн районта çуралса ÿснĕ писательсем, поэтсем, культура деятелĕсем килчĕç. Вĕсем – "Канашсем" ентешлĕх ертÿçи, педагогика ăслăлăхĕн кандидачĕ А.Кибеч, "Республика" хаçатăн тĕп редакторĕ Л.Филиппова, Чăваш Республикин халăх артисчĕ, оперăпа балет театрĕн артисчĕ В.Васильев, Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ театрĕн артисчĕ В.Сергеев, Л.Сарине çыравçă, Н.Савăнар юрăç тата ыттисем. Пурте вĕсем Культура çулталăкĕ пуçланнă ятпа саламласа хăйсен пултарулăхĕпе хĕпĕртÿ кÿчĕç. В.АЛЕКСЕЕВ.