05 февраля 2014 г.
Антонина Петровна – пирĕн тăрăхри чăн-чăн ал ĕç ăстисенчен пĕри. Унăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Килне кĕрсен тĕлĕнсе каятăн, мĕнле кăна ĕç çук пулĕ унта. Тултарса тата хĕресле тĕрленĕ тĕрĕсем куçа илĕртеççĕ. Тĕрĕсенче: кайăк-кĕшĕк, чĕр чун, çын кĕлетки, тĕрлĕ тĕссемпе илемлетнĕ чечексем. Вăл çиппе кăна мар, кĕрпепе, улăм пĕрчипе, тĕрлĕ пахча çимĕç вăррипе илемлĕ теттесем ăсталать. А.Иванова çавăн пекех йĕпсемпе тата çекĕлпе кофта, кĕпе, тĕрлĕ илемлĕ алсиш-нуски çыхса тĕлĕнтерет. Бисерпа та ĕçлет. Нумаях пулмасть кавир тĕрлесе мăшăрне парнеленĕ. Антонина Иванова Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкул хыççăн Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнче бухгалтер специальноçне алла илнĕ. Шуркасси каччипе Владимир Ивановичпа çемье çавăрнă, икĕ ывăлпа хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Мăшăрĕ нумай çул хушши вăрман хуралçи пулса ĕçленĕ. Вăл шашка- шахматла тата теннисла выляма юратать. Район шайĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илет. Антонина Петровна правленире тĕп бухгалтер çумĕ пулнă, унтан кадрсемпе ĕçлекен пайра тăрăшнă, пилĕк çул садик заведующийĕнче тимленĕ. Кайран "Госстрахра" ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Пурнăç урапи пĕр тикĕс кус-масть, А.Иванова хуçăлас мар тет, малаллах талпăнать, чун ыратăвне ал ĕçĕсемпе пусарать. Вĕсен кил хушшине пырса кĕрсен илемлĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Кил-çуртри пÿлĕмсенче те чечексем хăйсен илемĕпе савăнтараççĕ. Пурнăçран юлас мар теççĕ вĕсем мăшăрĕпе, çурт-йĕре çĕнĕрен те çĕнĕ ăсталама тăрăшаççĕ. Тоня аппа апат-çимĕç хатĕрлеме те ăста. Антонина Петровна нумаях пулмасть 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Эпир ял библиотекинче унăн ал ĕçĕсен куравне йĕркелерĕмĕр. Кăмăл тăвакансем ăна хаваспах кĕре-кĕре курчĕç, А.Иванова ĕçĕ-сене ырларĕç. Ăста хăш-пĕр ал ĕçĕсене библиотекăна парнелерĕ, ку вулавăш кĕтесĕшĕн пысăк парне пулчĕ. Л.ФИЛИППОВА. Шуркасси ялĕ.