05 февраля 2014 г.
Пирĕн, чăвашсен, ĕлĕкхи йăла-йĕркене сыхласа хăварма тăрăшмалла, чăвашлăха пĕтме памалла мар. Куçпа курни нумайлăха асра юлать, ку енĕпе театрăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Кăçал, Культура çулталăкĕ пулнă май, çамрăк артистсем театр ыйтăвне мала кăларни, тимлĕх уйăрни аван. Çак кунсенче Тăвай районне кĕрекен Элпуç вăтам шкулĕнче вĕренекенсем Хучел тăрăхне Н.Айзманăн "Кай, кай Ивана" камичĕпе килсе савăнтарчĕç. Халăх умне тухиччен тĕплĕн хатĕрленнĕ ачасем, кашниех хăйне панă ролĕн сăмахĕсене пăхмасăр вĕреннĕ, спектакльте 21 ача вылять. Пурте наци тĕррисемпе илемлетнĕ шап-шурă чăваш тумĕсемпе. Декорацие те лайăх вырнаçтарнă, вăл пулăм вăхăчĕпе килĕшсе тăрать. Пьесăри ĕçсем 1920-1930 çулсенче чăваш ялĕнче комсомол ячейкисем чăмăртаннă вăхăтра пулса иртеççĕ. Марук ролĕнче – Анжелика Никифорова. Шкулта вăл "4" тата "5" паллăсемпе çеç вĕренсе пырать, спортпа туслă. Владимир Буров (Хветĕр) чухăн качча ĕненмелле сăнарлама пултарчĕ. Пуян Иван ролĕнчи Александр Никифоров хăйне чăн-чăн артист пекех тытрĕ. Андрей Максимов (ватă Йăкăнат) хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнларĕ. Валентина Шабалина айван Пашăна епле кулăшла кăтартма пултарчĕ тата. Инесса Петрова (Вĕçелис) та евчĕ рольне ăста калăпларĕ. Анастасия Семенова вара каснă-лартнă Кĕтерук, пуян-кулак таврашне юратмасть, кулать, вĕсенчен тăрăхлать. Владислав Всеволодовпа Анатолий Алексеев та хăйсене сцена çинче тытма пĕлеççĕ, илĕртÿллĕ выляççĕ. Пĕр тăван Ольăпа Миша Ивановсем пирки те ырă сăмахсем çеç калас килет. Турă панă талант пурах вĕсен, лăпкă, сăпайлă, ĕçчен, спортпа туслă ачасем. Ытти хĕрпе каччă ролĕсене те пысăк хавхаланупа выляççĕ ачасем. Çамрăк артистсене сцена çине тухма, хăйсене чăн-чăн артистсем пек тытма драмкружокăн пултаруллă ертÿçи Николай Семенович Васильев вĕрентекен хатĕрлет. Спектакль хыççăн элпуçсем куракансене çĕнĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. "Талантлă çын пур енлĕ талантлă", – теççĕ. Ку шăпах Роман Андреев пирки. Рома тăрăшса вĕренет, мероприятисене хастар хутшăнать, спорта юратать, çав вăхăтрах "Эльмен" эстрада ушкăнне çÿреме те вăхăт тупать. Куракансем ăна тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç, темиçе хутчен те сцена çине тухма ыйтрĕç. Шкул ачисем, ял халăхĕ çамрăк артистсен пултарулăхĕпе кăмăллă пулчĕç, чылайччен алă çупса вĕсене сцена çинчен ямарĕç. "Тăвай тăрăхĕнчен паллă çын сахал тухман, малашлăхра эсир те вĕсен йышĕнче пуласса шанатпăр", – терĕ Хучел шкулĕн директорĕ Л.Г.Ильина ачасене тав туса. Ăнăçу пултăр сире, Эльен яшĕсемпе хĕрĕсем! А.ПУРШ, вĕрентекен.