АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч тĕрĕслев витĕр тухрăмăр

05 февраля 2014 г.

Афганистан сăмах миçе пин çын чĕрине ыратупа хурлăх кÿмен-ши; Çĕр-çĕр çемьешĕн нихçан тÿрленми суран сăлтавĕ пулса тăнă. Паян та, çав сăртлă-туллă çĕршыври çапăçусен шавĕнчен уйрăлнăранпа нумай çул иртсен те, Афганистан сăмаха каласанах шалта, ăш-чикре темскер пăчăртанса ыратса илет, шăнтса, çÿçентерсе ярать. Унта пулнă вăхăтсем, çамрăклах пуç хунă юлташсен сăнарĕсем куç умне яр уççăн тухса тăраççĕ. Çарта пулнă кирек хăш арçын та хĕсметри кашни саманта чун-чĕринче ĕмĕрлĕх упрать тĕр. Пире, "афганец"-салтаксене, Чечняри çапăçусене хутшăнма тивнисене, пурнăç питех те çивĕч тĕрĕслев витĕр кăларчĕ. Анчах чăваш ачисем темле йывăрлăхра та хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçларĕç. Çак пархатарлă тивĕçе çамрăк ăру малалла тăсать. Совет çарĕсене Афганистан çĕршывĕнчен илсе тухнăранпа кăçал февралĕн 15-мĕшĕнче 25 çул çитет. Чĕрĕк ĕмĕр хыçа юлчĕ унтанпа. Çак хушăра интернационалист салтаксен йышĕнчен уйрăлса кайнисем те пулчĕç. Эпир вĕсене ялан асра тытатпăр. Йăлана кĕнĕ тăрăх кăçал та Афганистанри, Чечняри хаяр çапăçусене хутшăннă Канаш енĕн арĕсемпе яшĕсене тĕл пулăва йыхравлатпăр. Тĕл пулу Канашри Никольски чиркĕвĕнче 10 сехетре пуçланать. Çапăçу хирĕсенче, çартан таврăнсан тĕрлĕ сăлтава пула пурнăçран уйрăлса кайнă воинсене асăнса кĕлĕ пулать. Унтан пурте пĕрле Афганецсен скверĕнчи обелиск умĕнче асăну митингĕ ирттеретпĕр. Кайран Канашри краеведени музейне каятпăр. Кунта "афганецсемпе" "чеченецсене" халалласа курав йĕркеленĕ. Тĕл пулу пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашмалли, иртнисене аса илмелли, чуна уçса калаçмалли самантсемпе пуян пулĕ. Кăнтăрла иртни 2 сехетре хулари Культура керменĕнче Салтак юррисен фестивалĕ пуçланать. Афганистанри тата Чечняри событисене хутшăннисене наградăсем, вилнĕ салтаксен амăшĕсене парнесем паратпăр. Пирĕн районта интернационалист воинсем, Чечняри событисене хутшăннă салтаксем нумаййăн. Хăшĕ-пĕри çакнашкал мероприятисене нихăçан та килсе курман. Çавăнпа та, юлташсем, килĕр тĕл пулăва. Пĕр чаçре е пĕр ротăра, е пĕр взводра службăра тăнисемпе курса калаçса эсир чунри ыратăва сирме пултараятăр. Салтакра пуç хунă салтаксен амăшĕсене те чунтан хисеплесе чĕнетпĕр. Килĕр, йывăр ыйтусене пĕрле татса парăпăр. Çÿлерех асăнтăм, февралĕн 15-мĕшĕнче 10 сехетре Канаш чиркĕвĕнче пуçтарăнатпăр. Г. НИКОЛАЕВ, Пĕтĕм Раççейри "Афганистан ветеранĕсен Союзĕ" обществăлла организацин Канаш хулипе районĕнчи уйрăмĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика