31 января 2014 г.
Эпĕ ача чухне ялти ватă çынсем: "Çĕнĕ тата Кивĕ Шелттеме таркăнсем пуçласа янă", – тетчĕç. Тĕлĕнеттĕм. Мĕнле таркăнсем; Хуравлакан çукчĕ. Çитĕнсен ыйту хуравне хамах тупрăм. Йăхташăмăрсен Пăлхар-Чăваш çĕрне, хальхи Тутарстан территорине, хăварса Сăрпа Сĕве юхан шывĕсен хушшине куçса килме тивнĕ. Хăйне Чингисхан йăхĕнчен тесе пĕлтернĕ Уксах Тимур (Тамерлан) узбек, монгол империне тепĕр хут çĕклеме тĕллев лартнăскер, Персие, Афганистана, Ирака, Месопотамие, Кавказ тăвĕн леш енчи çĕршывсене тытса илнĕ. Вăл Ылтăн Урта ханĕсен йăх тăсмăшĕпе Тохтамышпа вăрçнă çулсенче Атăл тăрăх хăпарнă. Хăш-пĕр историк унăн çарĕ чăвашсен 2 пине яхăн ялне, 100 ытла хулине кĕллентернĕ, халăхăмăрăн 80 процентне пĕтернĕ тесе пĕтĕм-летнĕ. Тăшманран тарса хăтăлнисен пĕр пайĕ республикăн паянхи территорине тарса килнĕ. Виçĕ çемье хальхи Канаш районĕнчи Шелттем ял тăрăхĕнчи Юплĕ хыр çырмине суйласа илнĕ. Çĕр чавса пÿрт тунă, хуралтă-карта çавăрнă. Çут çанталăк пуян пулнă: сĕм вăрман, тискер чĕр чун, пыл хурчĕ, шыв-шур, кайăк-кĕшĕк... Шелттем таврашĕнчи 600 çул каяллахи çăл куçсем халĕчченех сивĕ шывпа савăнтараççĕ. Хам Шелттем ял канашĕн ĕçтăвкомĕн председателĕнче тăрăшнă çулсенче пĕр таппи тĕлĕнче шăтăк алтса тимĕр-бетон пăрăх яртартăм. Несĕлĕмĕрсем пурăна киле пысăкрах юхан шыв хĕррине куçнă. Вĕсене ытларах хальхи Çĕнĕ Вăрăмпуç ялĕнчи кирпĕч заводĕнчен аяларах тÿпем килĕшнĕ. Кунта çурт-йĕр çавăрнă. Анчах 1490 çулсенче хăтлăха Хачăм (вăл чăваш пулман) утаман çĕр пÿ касака ертсе çитнĕ. Унăн йышĕнче чăвашсем те пулнă. Вĕсем кунта тĕпленсен юхан шыва Вăрăм ят панă. Хăйсем маларах пурăннă Пăлхар-Чăваш çĕршывĕнчи Вăрăм юхан шыва манайман. Вăл Тутарстанри Теччĕ районĕнче халĕчченех юхать. Вăрăма Багдад халифĕн посольствин çыруçи Ахмед ибн Фадлан хăйĕн çул çÿрев пĕтĕмлетĕвĕнче те асăннă. Ушкăн Пăлхар-Чăваш патшалăхне 921 çулта çитнĕ. Эпир Çарăмсан (Джарамсан), Урен, Вăрăм, Басна (Пасна), ытти шыв урлă каçрăмăр тенĕ. Хачăм çĕрĕ Вăрăмпуç таврашĕнчен пуçласа Сиккассипе Карăклă ялĕсен вăрманне çитиччен тăсăлнă. Вăл выльăх йышлă ĕрчетнĕ. Ватă çынсем Хачăм хаяррине те калатчĕç. Пĕррехинче шухă ача юлан утпа сиктерсе пынă. Вăл чи хытă чупакан пулнă. Ун çинчен ÿксе ан юлтăр тесе ашшĕ йĕнер вырăнне сăмала сĕрнĕ. Ут Хачăм патĕнчен иртнĕ чухне ача сиксе анса тарма ĕлкĕреймен. Сăмаларан кучĕ хăпăннă – алли вĕçерĕн-мен. Алли хăпăннă – кучĕ çыпçăннă. Хачăм тарçисене ăна мунча пури ăшне пăрахма хушнă. Ачана чĕрĕллех çунтарса янă. "Ку ял çичĕ хут çунса çичĕ хут çĕк-лентĕр", – тенĕ. Вăрăмпуç 1520 çулта пĕр пÿрт юлмиччен кĕлленнĕ. Хачăм хăйĕн йышĕпе хĕвел анăç еннелле куçнă, Çĕнĕ Вăрăмпуç ялне хывнă. Шелттеме хĕвел тухăçнерех, павар çырми енче, çĕкленĕ. Малтанхи ял хут çинче Старый Урум (Кивĕ Вăрăмпуç) çырăннă. 1727 çулта вăл тĕппипех çунса кайнă. Ял каллех пайланнă: 7 çемье Вăрăм шыв урлă каçса хальхи Çĕнĕ Шелттем ларакан вырăна куçнă. Эпир ача чухне ăна Çĕнкас тетчĕç. 1552 çулта Хаяр Иван çарĕн пĕр пайĕ, Хусана çул тытнăскер, пирĕн тăрăхран иртнĕ. Хачăм ывăлĕ Питуш тата ыттисен килĕнче темиçе çĕр каçнă. Салтаксене тăрантма вăл куллен 5-6 ĕне пуснă. Виçĕ кун пурăннăскерсене çул çине какай парса янă. Çар пуçĕ çакăн пирки патшана пĕлтернĕ. Хаяр Иван Питуш патне çын янă. Вăл яла çитнĕ кун чÿк тунă. "Хачăм, ĕç! çи!" – тесе кăшкăрнă чÿклемере. Килнĕ çын тĕлĕннĕ. "Мĕн тăваççĕ;" – тесе ыйтнă. "Турра кĕлĕ тăваççĕ", – хуравланă Питуш. "Турра сăх сăхмалла, вара чунăрсем çăтмахра пулĕç", – тенĕ хăна. "Сана Иван ĕмпÿ тав тăвасшăн, эсĕ унран мĕн ыйтатăн;" – тенĕ патша элчи. "Манăн пурте пур, мана нимĕн те кирлĕ мар", – тавăрнă Питуш. "Çапах та патшаран мĕн те пулин ыйтмаллах", – хăпман хайхи çын. "Мана çĕр касса патăр", – тенĕ Питуш. Ăна хальхи Комсомольски районĕнчи Урмаел патĕнче 118 теçеттин çĕр парнеленĕ. Часах кунта чиркÿ çыннисем çитнĕ, таврари ялсенче пурăнакансене Христос тĕнне кĕртнĕ. Вăрăма пĕвеленĕ. Анчах халăх чÿк тума пăрахман. Юхан шыв халĕ те илемлĕ. Икĕ енĕпе тĕрлĕ йывăç. Чăн та, Вăрăмра шыв сахал. Ĕлĕк ун çинчи виçĕ арманпа усă курнă. 1978 çулта кунта Вăрнарти мехколонна пĕве туса пачĕ. Пулă аван ĕрчерĕ. Шыв хĕррине тухса хÿрисемпе çат! çапатчĕç. Ăна çăмăллăн тытас текенсем гидросооружение уçса янă. Шыв сылтăм енчен тăпрана çĕмĕрнĕ, пĕвене татса кайнă. Комсомольскинчи мехколонна çĕнĕрен пĕвелесе пăхрĕ – ĕç тухмарĕ. 2006 çулта РФ Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов яла суйлавçăсемпе тĕл пулма килчĕ. Унран пĕвене çĕнетме ыйтрăм. Вăл ыйтăва Раççей Çут çанталăк комитечĕ умне лартнă. Мускавран ман ятпа çыру килчĕ. "Смета тутарăр, юхан шыва çĕнĕрен пĕвелеме пулăшăпăр" тенĕ унта. Ăна Шелттем ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне вулаттартăм. "Смета тутарма пирĕн укçа çук", – пулчĕ хурав. Çапах шанчăка çухатмастăп. Çитес çул укçа тупасса шанатăп. А.ЗАЙЦЕВ.