АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сцена çинче – Татьянăсем

31 января 2014 г.

Шăмат кун, кăрлачăн 25-мĕшĕнче, Татьяна ятлă хĕрсемпе хĕрарăмсем хăйсен кунне, аслă шкулсенче вĕренекенсем Студентсен кунне уявларĕç. 2005 çулта кăрлач уйăхĕнче РФ Президенчĕ "Раççей студенчĕсен кунĕ пирки" Хушу кăларнă. Унтанпа студентсен уявне палăртатпăр. 1755 çулта Елизавета Петровна императрица "Мускав университетне уçасси пирки" Хушăва алă пуснă, çапла вара Татьяна кунĕ университет кунĕпе пĕр килнĕ. Унтанпа Çветтуй Татиана студентсен хÿтĕлевçи шутланать. Сăмах май, "Татиана" ят грек чĕлхинчен куçарсан "йĕркелÿçĕ, пуçаруçă" тенине пĕлтерет. Малтанах çак праçнике Мускав кăна шавлă паллă тунă. Вăл икĕ пайран тăнă: Мускав университетĕнче студентсене саламланă, унтан урамра савăннă. Унта хула çыннисем те хаваспах хутшăннă. Кашни çулах çак кун район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕ, социаллă аталану пайĕ, ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ йĕркеленипе "Атьăр-ха, чипер Татьянăсем" конкурс ирттереççĕ. Кăçал вăл Уçырма ял тăрăхĕн муниципалитетăн "Культурăна аталантаракан тата халăха библиотека пулăшăвĕ паракан центр" бюджет культура учрежденийĕнче иртрĕ. Унта 14 хÿхĕм Татьяна хутшăнчĕ. Чи кĕçĕнни – вун улттăра, вăл Чакаç вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Таня Михайлова. Чиперккесене район администрацийĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан А.Егоров, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин районти уйрăмĕн ертÿçи А.Степанов саламларĕç, пултарулăх ăмăртăвĕнче ăнăçу сунчĕç. Конкурс программинче – виçĕ номинаци. Чи малтанах Татьянăсем хăйсемпе паллаштарчĕç. Ухман вăтам шкулĕнче вĕренекен Т.Печкина хăй çинчен видеоклип кăтартрĕ, Уçырма хĕрĕ Т.Иванова сăн ÿкерчĕксем хатĕрленĕ, Ямашран килнĕ Т.Игнатьевăна халăх умне кăларассине "Кавказская пленница" кинокомедири тĕп сăнарсен сăмахĕсемпе усă курса йĕркеленĕ. Вăтапуç пики Т.Леонтьева хăй çинчен юрласа пачĕ. Çĕнĕ Чалкасси библиотекарĕ Т.Назарова çинчен залра ларакансем "Буратино" юрă сăмахĕсене хăйне май чăвашлатнинчен пĕлчĕç. Иккĕмĕш номинацире чиперккесем кăмăла ăс-тăн енчен çемĕçтерсе уяв историйĕпе, литературăри тата историри паллă Татьянăсемпе çыхăннă ыйтусене хуравларĕç. Кунта уйрăмах Михайлова, Назарова палăрчĕç. Пултарулăх конкурсĕ мероприятин чи çутă тапхăрĕ пулчĕ. Куракансем илемлĕ юрă-ташăпа, чуна хускатакан сăвăсемпе хĕмленчĕç. Ăвăспÿрт Кипеч ялĕн çĕмĕрт куçлă хĕр упраçĕ, чăваш тумĕ тăхăннă, çăпата сырнă И.Митрофанова Удмурт Республикинчи "Бурановские бабушки" фольклорпа такмаксен ансамблĕ "Еврокурав" конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă юрă кĕввипе ташша ярсан куравçăсем ăна хыттăн алă çупса хавхалантарчĕç. Çатăркаçырминче пурăнакан Татьяна Ивановăпа тусĕсем çĕршывĕпех паллă "ЭКСББ" ушкăнăн кулăшла номерне кăтартнипе зал хаваслă кулăпа тулчĕ. Чылайччен алă çупса тав турĕç Вăтапуç тăрăхĕн артисчĕсене. Район администрацийĕн граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пайĕ Татьянăсене туй йăлисене лайăхлатас енĕпе хăйсен шухăшĕсене каласа пама ыйтрĕç. Çемьеллисем вара хăйсем пĕрлешнĕ чухнехи кулăшла, асамлă, нихăçан манăçми самантсене аса илчĕç. Чи интересли Карăклă чиперккин Т.Федорован пулчĕ. Вăл "Чи лайăх туй историйĕ" номинаци çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Ăна тата конкурса хутшăннисене пурне те асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчĕç. Районти вĕрентÿ пайĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп эксперт специалисчĕ А.Павлова район администрацийĕн Тав çырăвĕсене Т.Ивановăна (Пайкилт), Т.Федоровăна (Карăклă), Т.Патшинăна (Вăтакас Татмăш), Т.Шаковăна (Кăшнаруй), Т.Павловăна (Шăхасан), Т.Митрофановăна (Ăвăспÿрт Кипеч) пачĕ. Тÿресем номинаци çĕнтерÿçисене пĕлтерчĕç. "Чи сăпайлă Татьяна" – Уçырма ял тăрăхĕн специалисчĕ Т. Иванова, "Чи савăнăçлă Татьяна" – Ухман вăтам шкулĕн воспитанникĕ Т.Печкина, "Чи ытарайми Татьяна" – Вăтапуç шкулĕнче вĕренекен Т.Леонтьева, "Чи яштака Татьяна" – Шупашкарти культура училищин студентки, Хучел хĕрĕ Т.Раймова, "Чи çепĕç Татьяна" – Ямаш ял тăрăхĕн библиотекарĕ Т.Игнатьева, "Сцена çинчи чи ăста Татьяна" – Çатăркаçырминче пурăнакан Т. Иванова, "Чи хăтлă Татьяна" – Çĕнĕ Чалкасси библиотекарĕ Т.Назарова. "Атьăр-ха, чипер Татьянăсем" конкурс çĕнтерÿçин ятне Чакаç вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Т.Михайлова тивĕçрĕ. Ăна 4 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕç. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин районти уйрăмĕн ертÿçи А.Степанов Ухман ял тăрăхĕн çар учечĕ енĕпе ĕçлекен специалистне Е.Шамбулинăна, Канаш хулипе районĕн çыннисене ĕçпе тивĕçтерекен центр юристне В.Константиновăна тата район администрацийĕн информатизаци секторĕн тĕп эксперт специалистне В.Сорокина районăн обществăпа политика пурнăçне хастар хутшăннăшăн Тав çырăвĕ пачĕ. В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика