АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нуски ăшне пытарнă

31 января 2014 г.

Зорин (хушаматне урăхлатнă) хулара хальлĕхе паллă мар çынран наркотик хатĕрĕсем туяннă: 20,1824 грамм таякан хутăш тата 39,2257 грамм туртакан гашиш. Вĕсене вăл нуски ăшне чикнĕ те автомобиль салонĕнчи икĕ ларкăч хушшинчи чавса хумалли пайне пытарнă. Шăхасан çывăхĕнчи çул-йĕр хăрушсăрлăхне йĕркелесе тăракан инспекци посчĕ патĕнче машинăна тытса чарнă. Зорин мотора сÿнтернĕ, салонран тухнă. Кунта ун патне наркоконтроль сотрудникĕсем пынă, инспекци çуртне çавăтса кайнă. Унта ăна икĕ пунеттей умĕнче ухтарнă. Анчах та нимĕнле юраман япала та тупайман. Çакăн хыççăн Зоринăн машинине тĕрĕслеме шутланă.Икĕ ларкăч хушшинче нуски выртнине асăрханă, ун ăшĕнче – пĕчĕк тĕркесем. Часах наркотиксем сĕтел çине тухса выртнă. Зорин вăрçăнма пикеннĕ. Нускипе ун ăшĕнчисем унăн мар имĕш. Судра Зоринăн усал ĕçне тăрă шыв çине кăларнă. Халĕ унăн 10 çул кирпĕч шутлама тивет. В.СНЕЖКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика