31 января 2014 г.
Анатолий Кибеч – халăх тахçанах хисеплекен çыравçăсен шутĕнче. Унăн юррисене ватти-вĕтти юратса шăрантарать, хайлавĕсене килĕштерсе вулать. Писательпе тĕл пулни кашнине савăнтарать. "Симĕс çулçă йывăç тымарĕнчен сĕткен илсе вăйланать, куçа савăнтарать. Поэт та çавăн пекех: халăх пурнăçĕн тутине чухламасан вăл нихăçан та вулакан чĕрине çул хываймасть". Анатолий Кибеч чăннипех халăх çыравçи. Вăл халăх çинчен, ун валли çырать. Çак сăмахсен чăнлăхне "Пурнăç çулĕ такăр мар", "Хĕç тумалли хурçă", "Юратусăр телей çук", "Чĕлхесĕр пике", "Тамăкри ача сасси", "Чăваш пулма çăмăл мар", "Улăп таврăнни" тата ытти кĕнеке çирĕплетеççĕ, А.Кибеч пултарулăхне туллин уçса параççĕ. Çитмĕл пиллĕкри Кибечĕн вăй-халĕ тапса тăрать. Литература анине "сухаланисĕр" пуçне вăл общество ĕçне те хастар хутшăнать. Пурнăçĕнчи тĕп тĕллеве – кашни çул пĕр кĕнеке кун çути кăтартмалла – тивĕçлĕ пурнăçлать. Акă манăн алăра – 2013 çулхи "чун çимĕçĕ". "С мыслями наедине..." кĕнеке – писатель-философăн нумай çулхи сăнавĕ. Унта лайăххипе япăххи, ыррипе усалли, ĕмĕрхипе самантлăх пĕрлешсе шайлашнă. "Кĕскен каласан – пурнăç кĕнеки, –çырать Зоя Романова куçаруçă ум сăмахра. – Ку чун йăпатмăш вулав мар. Ăна шухăшлама пĕлекен çын валли çырнă. Çав вăхăтрах авторшăн çивĕчлĕх, ирониллĕ пĕлтерĕш те ют мар. Вăл çамрăклăха тунсăхлăн аса илет... Тĕпрен илсен, Анатолий Кибеч этемре кăмăл-сипетлĕхе вăратма тăрăшать, çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хисеплеме чĕнет". Кĕнекене маларах ытти кăларăмра (çав шутра "Хыпарта") чăвашла кун çути курнă тĕрленчĕксем кĕнĕ. Вĕсене вырăсла Зоя Романова куçарнă. "С мыслями наедине..." А.Кибеч пултарулăхĕнче вырăсла пичетленнĕ пĕрремĕш кĕнеке мар. Унччен маларах "Крещенские морозы" роман, "Думы о чувашском", "Свет истины, или Словарь прозрения чуваша" кĕнекесем (Н.Максимов куçарнă) вулакан патне çитнĕччĕ. В.БАГАДЕРОВА.