31 января 2014 г.
Çĕнĕ çул уявĕсем тахçанах хыçа юлчĕç пулин те полицейски Хĕл мучин ĕçĕ халĕ те вĕçленмен-ха. Вăл февраль уйăхĕн 2-мĕшĕччен кулленех çула тухать. Шартлама кунсем хăратмаççĕ Сивĕ мучие. Çак кунсенче полицейски Хĕл мучи вырăнне районти шалти ĕçсен пайĕн участковăйсен тата çул çитменнисен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕн çумĕ Эдуард Яковлев йышăнчĕ. Вăл Хучел ял тăрăхĕнчи Ямăрса, Хучел ялĕсенчи йывăр условисенче çитĕнекен çемьесенчи, шалти ĕçсен органĕсенче учетра тăракан ачасене Çĕнĕ çул парни пачĕ. Ачасене тăрăшса вĕренме, тÿрĕ чунлă пулма сунчĕ. – Эпĕ паян шкулта лайăх паллă илтĕм. Ку парне мĕн ячĕпе; – пĕр хĕпĕртесе, пĕр тĕлĕнсе ыйтрĕ иккĕмĕш класа çÿрекен арçын ача. Хăйĕн пысăк куçĕсенче савăнăç шевли ялкăшрĕ. Ача чăнласах савăнчĕ. Тепĕр ялта вара аслăрах ÿсĕмрисем пулчĕç. Вĕсем хăйсене мĕншĕн парне панине ăнланмарĕç те пулмалла. 16 çула çитсе те пурнăç çине çитĕнсе пыракан çын куçĕпе пăхма пуçламанни тÿрех курăнчĕ. Полици сотрудникĕсем çул çитменнисем тÿрĕ çултан пăрăнса каясран асăрхаттару ĕçĕсемпе тĕрĕслевсем кăна мар, ыр кăмăллăх акцийĕсем те йĕркелеççĕ. Çакнашкал рейдсем вăхăтĕнче эпир те вĕсемпе пĕрле тĕрлĕ ялти йĕркесĕр çемьесенче пулса куратпăр. Нумай чухне ача-пăча эрех-сăрапа туслă ашшĕ-амăшне пула чăн-чăн шар курать. Хăш-хăш çемьере ачасем тутлă апат, канфет-печени те çисе курайманни чуна ыраттаракан пулăм. Çитĕнекен çамрăка вара тутлă çимĕç кăна мар, ашшĕ-амăшĕн юратăвĕ, хÿтти, ăнланăвĕ, ăшши кирлĕ. И.АНДРЕЕВА. ŸКЕРЧĔКРЕ: Э.Яковлев парне парать.