АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплăха туйса ĕçлет

29 января 2014 г.

Çеçпĕл ялĕнче пурăнакан Нина Сергеева çак кунсенче хăйĕн сумлă юбилейне паллă турĕ. Çеçпĕлти культура çурчĕ енне хывнă сукмака вăл 10 çул ытла такăрлатать. Малтан дворникра, каярахпа методист пулса ĕçлерĕ вăл. Паянхи кунчченех хăйĕн тивĕçне яваплăха туйса пурнăçлать. Куславкка районĕнчи Кĕнер ялĕнче çуралса çитĕннĕскер юрлама, ташлама питĕ ăста. Нина хĕр чухнех, Шупашкарта ĕçленĕ вăхăтра, тĕп хулари пĕр ансамбле юрлама çÿренĕ пулнă. Халĕ те вăл районта, республикăра иртекен мероприятисене активлă хутшăнать. Мăшăрĕ Петр Алексеевич питĕ ырă та ĕçчен çын. Унăн тума пĕлмен ĕç çук та пулĕ. Вăл Нинăн ĕçне ăнланни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Сергеевсен тăватă ача. Сергей, Люда тата Оля аслă пĕлÿ илнĕ, Шупашкар хулинче ĕçлесе пурăнаççĕ. Кĕçĕнни Алеша электромеханика техникумĕнче вĕренет. Хăйсен ачисенчен пархатар курнипе, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе чăннипех те телейлĕ Сергеевсем. Эппин, икĕ ывăлĕпе икĕ хĕрне тĕрĕс воспитани парса ÿстерни, вĕсене пур ĕçе те тĕплĕн тума, çынпа сăпайлă пулма вĕрентни, çавăн пекех çемьери тăнăçлăха упрама, ватта хисеплеме вĕрентни харама кайман вĕсен. Дарина мăнукĕ мĕн чухлĕ савăнăç кÿрет тата вĕсене; Нумаях пулмасть Нина Аркадьевнăна район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Çак ятпа тата сумлă юбилейпа эпир, культура ĕçченĕсем, хамăр ĕçтешĕмĕре чун-чĕререн саламлатпăр. Кил-йышра яланах юрату хуçалантăр, ачисемпе, мăнукĕсемпе нумай-нумай çул савăнса пурăнмалла пултăр. Г.ШАДРОВА, Çеçпĕл ял тăрăхĕн культура учрежденийĕн директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика