АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕслесе тăма шантарнă

29 января 2014 г.

Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Г.Федоров "çĕнетсе юсанă" çуртпа тĕплĕн паллашнă хыççăн лару-тăрăва хăй тĕрĕслесе тăма шантарнă. Унта вăл надзор органĕсен ертÿçисемпе пĕрле кăрлачăн 22-мĕшĕнче пулнă. Пĕр кун маларах пурăнмалли çак объектри çивĕч ыйтусене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Республикинчи Йышăну пÿлĕмĕнче хускатнă. Канаш хулинчи Тăвай çулĕ урамри нумай хваттерлĕ 9-мĕш çурт, фасачĕ çуркаланса пĕтнĕ май, иртен-çÿрен куçне тÿрех курăнать. Шала кĕрсен вара пурăнакансен чăтăмлăхĕнчен тĕлĕнмелли кăна юлать: пÿлĕмсен маччисем кĕç-вĕç йăтăнса анас пек, урайĕсем çĕршĕннĕ, хваттерсенчи пăнтăх тата канализаци шăрши кăмăла пăсать. Çурта 2009 çулта реконструкциленĕ хыççăн хута янă. 35 хваттертен 33-ĕшне кивĕ тата авариллĕ пурăнмалли çурт-йĕртен куçарнă граждансене ятарлă программăпа килĕшÿллĕн валеçнĕ. Малтанах савăннă вĕсем, анчах çĕкленÿллĕ кăмăл нумая пыман, пирвайхи кунсенчех пăтăрмахсем сиксе тухнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче туса лартнăскер маларах администраци çурчĕ шутланнă. Тĕрĕссипе, ăна ячĕшĕн, алăран кайтăр тесе кăна реконструкциленĕ. Вырăнти влаç хваттерсене кăна тÿлесе илнĕ, хушма пÿлĕмсемшĕн тăккаланма шухăшламан. Котельнăя тата электроçыхăну линине ĕçлетерессипе çыхăннă ыйтусене юридици тĕлĕшĕнчен татса паманнипе вĕсемпе усă курма май килмен. Çавна май Канашри управляющи компанисенчен пĕри те ку çурта пăхса тăмашкăн илесшĕн пулман. Халĕчченхи – "Восточный" ООО – хула влаçне пĕлтермесĕрех 2013 çулхи çу уйăхĕнче ăна йышăнма килĕшменнипе хуçасăр çуртра пурăнакансем çăвĕпех вĕри шыв илеймен, кăçалхи кăрлач уйăхĕнче икĕ талăка яхăн электроэнергисĕр ларнă. "Шăнса хытасран" авари пирки пĕлтернĕ хыççăн муниципалитет хăтарнă. Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан Л.Иванова пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра асăннă çурта пăхса тăрассипе аукцион ирттерес ыйтăва çĕкленĕ тата унта пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ тытăмсене йĕркене кĕртнĕ. "Çынсене кивĕ пĕр çуртран теприне, çавнашкаллинех, куçарни – килĕшÿсĕр пулăм. Çурта çĕнетсе улăштаракансен ыйтăвĕ паян çивĕчленсе çитнĕ, прокуратурăн ăна тĕплĕн тишкермелле. Айăплисене явап тыттармалла. Контрольпе надзор органĕсемпе пĕрле ку ĕçе вĕçне çитеретпĕрех", – шантарнă Г.Федоров хваттер хуçисемпе тĕл пулнă май. Федерацин тĕп инспекторĕ çирĕп мерăсем йышăнмашкăн тĕрĕслевсемпе экспертизăсем ирттерме хушнă. В.ИЛЬИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика