АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермер хуçалăхĕпе паллашнă

29 января 2014 г.

Районта ĕçлĕ çул çÿревпе Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С.Павлов пулнă. Унпа пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан А.Егоров çÿренĕ. Вĕсем Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕн территорийĕнчи А.Кондрашов фермер (хресчен) хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. А.Кондрашов сурăх тата хур ĕрчетет. Вĕсене вырнаçтарма "Родина" ял хуçалăх производство кооперативĕн фермин çурчĕсене туяннă. Витесене тĕпрен юсаса йĕркене кĕртнĕ, карта тытса çаврăннă. Сурăхсем пăранлама пуçланă. Çавăнпа та талăкĕпех пăхса тăрассине йĕркеленĕ. Чĕп кăларакан хурсене кăнтăрла уçă сывлăша кăлараççĕ, каçхине витене хупаççĕ. Хĕл каçма апат çителĕклĕ хатĕрленĕ. Министр фермера "Çемье выльăх-чĕрлĕх ферми" программăна хутшăнма сĕннĕ, ăнăçу суннă. В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика