АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вун пилĕк çула хупнă

24 января 2014 г.

Районти пĕр ялта пурăннă арçынна 15 çул та 1 уйăха ирĕкрен хăтарса çирĕп режимлă колоние ăсатнă. РФ Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕн Канашри районсем хушшинчи следстви пайĕ палăртнă тăрăх 2013 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче 35 çулти ÿсĕр арçын амăшĕпе хирĕçсе кайнă. Ватă çын ывăлне эрех ĕçнĕшĕн ятланă. Хайхи арçын амăшне ураран тапса ÿкернĕ, унтан пуртăн касакан енĕпе пуçĕнчен темиçе хутчен те çапнă. Пенсионерка йывăр сурансене пула вырăнтах вилсе кайнă. Çын вĕлерни ÿсĕрскере пĕртте шиклентермен. Вăл кÿршĕ ялти апат-çимĕç лавккине çул тытнă. Кунта та хăйне сĕмсĕррĕн хăтланнă вăл: сутуçа çĕçĕпе хăратса эрех, апат-çимĕç тата укçа вăрласа тухнă та преступлени тунă вырăнтан çухалнă. Пĕтĕмпе лавккана 2,6 пин тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ. Анчах преступник инçех каяйман, ăна полици сотрудникĕсем тытса чарнă. Канаш район сучĕ арçынна 15 çул та 1 уйăхлăха ирĕкрен хăтарса çирĕп режимлă колоние яма йышăну кăларнă. Кунта çакна та каласа хăвармалла, çак арçыннах пĕлтĕр çулла амăшне пуçĕнчен кĕреçе аврипе çапса амантнă пулнă. Çакăншăн ăна РФ Уголовлă кодексĕн 116 статйин 1-мĕш пайĕпе (хĕненĕшĕн) айăпласа 300 сехет обязательнăй йĕркепе ĕçлемелле тунă пулнă. А.ЖУРИН, Канашри следстви пайĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика