АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп вырăнта – выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси

24 января 2014 г.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ. Халĕ ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама çанă тавăрса тытăнма вăхăт. Районти ял хуçалăх производстви 2013 çула мĕнле кăтартусемпе вĕçленĕ-ха; Ял хуçалăхĕн хăш отраслĕ тупăшлăрах ĕçленĕ, хăшĕнче вара çитменлĕхсем пур; 2013 çулта районти хуçалăхсенче 628,0 тонна (е 144,3 проц.) аш-какай туса илнĕ. Хуçалăхсенчен чылайăшĕ мăйракаллă шултра выльăхсен шутне чакарнине пула аш-какай илессине ÿстернĕ. "Путь Ленина", "Цивиль", "Исток", "Сормовский" тата Киров ячĕллĕ хуçалăхсем иртнĕ çулхинчен ытларах аш туса илнипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх йышне те сыхласа хăварма пултарнă. Туса илнĕ аш-какайăн мĕн пур калăпăшĕн 68,0 проценчĕ – ĕне выльăх ашĕ, 2 проценчĕ – сысна ашĕ, 28,6 проценчĕ – кайăк-кĕшĕк ашĕ. Районта иртнĕ çул пĕтĕмпе 4978,2 тонна сĕт суса илнĕ, ку вара 100 процентпа танлашать. "Путь Ленина", "Цивиль", "Исток", "Канаш", Киров ячĕллĕ, "Восход", "Урюм", "Сормовский" хуçалăхсем пĕлтĕрхипе танлаштарсан сăвăм кăтартăвĕсене палăрмаллах лайăхлатнă. Халăхран сĕт пуçтарни хуçалăха аталантармалли хушма çăл куç пулнине тăтăшах калатпăр. Апла пулин те паян районта пĕр хуçалăх кăна ("Исток") халăхран сĕт пуçтарать. Пĕр ĕнерен вăтамран 4149 кг сĕт суса илнĕ (виçĕм çул – 3925 кг). "Канаш" ООО – 5150 килограмм, "Путь Ленина" – 4580 килограмм, "Цивиль" ООО – 4503 килограмм, Киров ячĕллĕ хуçалăхăн Атнашри сĕт-çу ферми 6304 килограмм, "Восход" – 4113 килограмм сĕт кашни ĕнерен суса илнĕ. Ку енĕпе пысăк çитĕнÿсем тунă фермер хуçалăхĕсем те пур районта. Сĕт-çу рынокĕнчи лару-тăру ерипен-ерипен йĕркене кĕрсе пырать. Паян ĕне выльăх йышне сыхласа хăвармалла кăна мар, ăна ÿстерсе пымалла. Ĕнесен шутне пуçпа шутламасăр тĕлли-паллисĕр чакарса пымалла мар. "Çиччĕ виç те пĕрре кас", – тет халăх каларăшĕ. Çавăнпа та хуçалăх экономикине пысăк пулăшу тата тупăш кÿрекенни – сĕт. Усă куракан 100 га çĕр пуçне 2013 çулта 40,7 ц (2012 çулта – 28,2 ц) аш-какай, 322,7 ц сĕт илнĕ. Чи лайăх кăтартусем Киров ячĕллĕ тата "Канаш" хуçалăхсен. Кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне районта мăйракаллă шултра выльăх 3162 пуç шутланать, 2012 çулта ку вăхăт тĕлне 3449 пуç пулнă. "Путь Ленина", "Цивиль", "Урюм", "Восход", "Исток", Киров ячĕллĕ, "Сормовский" хуçалăхсенче выльăхсен шутне малтанхи шайра сыхласа хăварнă. Ĕнесен шучĕ – 1217 пуç, виçĕм çул 1233 пуç пулнă. Шел пулин те, хуçалăхсенчен нумайăшĕ ĕне выльăх йышне чакарнă. "Хучель" пĕрлĕхре ĕнесен йышĕ 40 пуç чакнă, "Родник" хуçалăхра пĕр пуç та хăварман. Çав вăхăтрах "Цивиль", "Канаш" тата Восход" хуçалăхсем кĕтĕве пысăклатма пултарнă. Киров ячĕллĕ хуçалăх, тĕслĕхрен, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарса пырса çуллен пысăк тупăш илет. Пирĕн районта ку енĕпе камран тĕслĕх илмелли пур-ха хальлĕхе. Пĕтĕмпе 1383 пуç пăру илнĕ (2012 çулта – 1367). "Путь Ленина", "Цивиль", "Восход", "Канаш", "Исток", Киров ячĕллĕ хуçалăхсенче пĕлтĕр виçĕм çулхинчен ытларах пăру илнĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 488 грамм ÿт хушнă. Чи лайăх кăтартусем "Путь Ленина", "Нектар", Киров ячĕллĕ хуçалăхсенче. Енчен те эпир хамăр фермăсенчи выльăхсене талăкра 600-шар грамм таран ÿт хуштарма пултартăмăр тăк, çавăн чухне тин выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тупăшлă теме пултаратпăр. Пĕтĕмпех апат рационĕнчен тата выльăхсене мĕнле условисенче тытнинчен килет. Отрасльте уçăмлăх çуккипе сыснасен йышĕ питĕ вăйлă чакса ларчĕ, халĕ вĕсем çук тесен те йăнăш пулмĕ. Сыснасен Африка чумин вирусĕнчен сыхланас тĕлĕшпе требованисем çирĕпленсех пыраççĕ, вĕсене пирĕн пăхăнса пымалла. Витере тăракан выльăхсем валли тивĕçлĕ условисем туса памалла. Вĕсене тутлăхлă япаласемпе пуян апат çитермеллине, ĕнене 1 литр сĕт антарма 4-5 литр шыв кирлине, ăратлă ĕнесене кунне 180 литр таран шыв ĕçтермеллине çирĕп шута илмелле. Ĕнене куллен таса шыв (лăпăр-лапăр мар!) ĕçтермелле. Витесенчи микроклимат çинчен те манмалла мар: выльăхсен сывлăхне лайăхлатма, вĕсен тухăçлăхне ÿстерме майсем туса памалла. Çут çанталăкри сывлăш температурине пăхмасăр витесене кашни кун уçăлтармалла. Хĕллехи вăхăтра выльăхсене уйрăмах кирлĕ витаминсемпе пуян хыр-чăрăш лăссипе апатлантармалла. Сĕт тасалăхĕшĕн тăрăшма та тахçанах вăхăт. Сĕт хакĕ унăн пахалăхне кура йĕркеленет. Паллă ĕнтĕ, ăçта выльăх ĕрчетес отрасль аталаннă, çав хуçалăх ура çинче çирĕп тăрать. Фермăра ĕç-пуç йĕркеллĕ пулсан хуçалăх экономики те вăй илет. Ĕçри ăнăçу вара никамран та мар, пĕр хамăртан кăна килет. С.ВАСИЛЬЕВ, район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика