24 января 2014 г.
Вăтакас Кипеч ялĕнче пурăнакан Д.Георгиеван ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Сиккасси ялĕнче иртнĕ. Нумай ачаллă çемьере ÿснĕ вăл. Ашшĕ лесник пулнă, амăшĕ сакăр хĕрпе пĕр ывăла воспитани панă, вăйĕ çитнĕ таран упăшкине пулăшнă. Ялти шкулта пилĕк çул вĕренсен колхоз ĕçне кÿлĕннĕ: мĕн хушнă, çавна тунă. Пирĕн çĕршыв çине нимĕç фашисчĕсем вăрă-хурахла тапăнса кĕрсен çĕрне-кунне пĕлмесĕр хура тар юхтарнă. Тус-тантăшĕсемпе пĕрле Тăвай районĕнче окоп чавнă, Казахстанра торф кăларнă. Вăрçă вĕçленсен нумай çул хулари суту-илÿ системинче ахаль рабочи пулса ĕçленĕ. Шăпах çавăн чухне ĕнтĕ вăрçă ветеранĕпе, арăмĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ, çичĕ ачапа тăрса юлнă М.Георгиевпа паллашнă. Часах пĕрлешнĕ. Дария Яковлевнăна Турри ача çуратма пÿрмен. Михаил Георгиевичăн ачисене вăл тăван ачисем вырăнне хурса çитĕнтернĕ. Пĕр-пĕрне килĕштерсе, хисеплесе, пулăшса пурăннă вĕсем, кил-çурт çавăрнă, хуралтăсем тунă, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă, ачисене ура çине çирĕп тăратнă. 1986 çулта чылай вăхăт йывăр чирлесе выртнă хыççăн Михаил Георгиевич пурнăçран уйрăлса кайнă. Пысăк çухатăва чăтса ирттернĕ салтак арăмĕ, колхоз ĕçĕсенчен пĕр кун та юлман. Çурчĕ майĕпен юхăнса пынă. Дария Яковлевнăна патшалăх çĕнĕ çурт лартса панă. Юнашарах Евгений ятлă мăнукĕ çемйипе пурăнать. Вĕсем кашни кунах ватă асламăшне пулăшма каçаççĕ, ăна пăхсах тăраççĕ. Дария Яковлевнăна 90 çул тултарнă ятпа тăванĕсем, çывăх çыннисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем саламларĕç, Кремльтен янă открыткăна вуласа пачĕç. А.ВИТАЛЬЕВ.