24 января 2014 г.
Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен пăшал тытса хÿтĕленисен йышĕ çулсерен йăшса пырать. Хăш-пĕр ялсенче вĕсем юлман та. Вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă хĕрарăмсене вара питĕ сайра тĕл пулатăн. Канашра пурăнакан Ф.Стекловăна чылай çул пĕлетĕп. Хам та, вăл та Хĕвел тухăç микрорайонта пурăннă пирки тăтăшах курнăçатпăр. Феодора Ивановна Тăвай районĕнчи Çĕнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл пĕр вăхăт ял Канашĕнче, шкулта секретарь пулса ĕçленĕ, вăтăр çул ытла Канашри магазинра сутуçăра тăрăшнă, "Суту-илÿ отличникĕ" хисеплĕ ята, "Хисеп палли" ордена тивĕçнĕ. Ф.Стеклова вăрçă çулĕсемпе Ленинград облаçĕнчен Берлина çитнĕ. Балтика тăрăхĕсенчи республикăсене , Польшăна ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Ăна "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "Ленинграда хÿтĕленĕшĕн" медальсемпе наградăланă, Верховнăй Главнокомандовани темиçе хутчен тав тунă. Феньăн вăтам пĕлÿ илес тесе тăватă шкула çÿреме тивнĕ: Çĕнçырмана, Эльпуçне, Тăвайне тата Енĕш Нăрваша. Виççĕшĕ 6-8 çухрăмра вырнаçнă. – Паллах, йывăрччĕ, çапах та, халĕ шухăшлатăп та, телейлех пулнă çав эпĕ. Мĕншĕн тесен чăвашсен паллă артисчĕсемпе Вера Кузьминапа тата Николай Степановпа пĕрле вĕреннĕ: вĕсемпе кулнă-шÿтленĕ, калаçнă, вылянă, хăш чухне вăрçăнса та илнĕ пулĕ – ача ачах ĕнтĕ, унсăрăн епле-ха, – аса илĕвне пуçларĕ Феодора Ивановна. Вăрçă иккĕмĕш çул пынă. Феня вун саккăр тултарнă. Кĕркунне вуннăмĕш класа каймаллаччĕ. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче районти çар комиссариатĕнчен чĕнÿ хучĕ килнĕ. Хĕр Тăвайне тухса утнă. Унта çитсен унăн хăлхине çакăн пек сăмахсем кĕнĕ: "Çак хĕрĕн ĕнтĕ ашшĕпе пĕр кунта вăрçа тухса каймалла. Амăшĕн мĕнле чăтмалла ĕнтĕ пысăк хуйха". Феньăн чунĕ хурланнă, пырне темскер капланнă, йĕрсе ярас мар тесе хăйне аран-аран тытса чарнă. Ăнланнă ăна çар комиссариатĕнче ĕçлекенсем: ашшĕне фронта маларах, хĕрне тепĕр икĕ кунтан ăсатма йышăннă. Комисси витĕр тухсан Феньăна килне янă. Мĕн курни-илтнине йăлтах амăшне каласа панă. Иккĕшĕ те тăраниччен макăрнă. Ашшĕ те, икĕ вăрçăра пулнăскер, куçĕсене кĕпе çаннипе шăла-шăла илнĕ. - Мана вăрçа ăсатнă чухне шкулта вĕрентмерĕç. Пурте манпа сыв пуллашма тухрĕç. Эх, аса илме питĕ йывăр çав саманта. Те вилме, те чĕрĕ юлма çула тухнă эпĕ ун чухне. Чĕрене ыраттарса, чуна хурлантарса уйрăлтăм кил-йышпа, шкулпа, – терĕ манпа калаçакан. Шупашкарта икĕ уйăх çурă телеграфистка-морзеисткăна вĕрентнĕ. Унтан фронта янă. Феодора Волхов фронтĕнчи çыхăну полкне лекнĕ. Вĕсен тивĕçĕ – çар операцийĕ ирттернĕ чухне пĕтĕм чаçсемпе çыхăну тытса тăрасси. Тем те пулать вăрçăра. Пĕррехинче тĕлĕнмелле майпа вилĕмрен çăлăнса юлнă Тăвай хĕрĕ. Ленин-град облаçĕнче пулса иртнĕ вăл. Телеграфисткăсем тĕрлĕ чаçрен илнĕ сведенисене, приказсене, сводкăсене штаба кайса панă. Çав кун нимĕç татти-сыпписĕр персе тăнă. Мĕнле пулсан та донесенисене кирлĕ çĕре çитермелле. Çĕр пÿртре наушниксемпе ларакан хĕрсем çак ĕçе черетпе тума тĕв тунă. Феня чи хĕрринче , алăк çумĕнче пулнă пирки унтан пуçлас тенĕ. Тулта хăрушă, çĕр айăн-çийĕн çаврăнать, тейĕн. Хырăм çине выртса шума тивнĕ. Нумай та каяйман, хыçалта питĕ хыттăн шартлатса çурăлни илтĕннĕ. Феня çаврăнса пăхнă та... Çĕр пÿрт вырăнĕнче пысăк шăтăк çеç курăнса выртнă. – Турă çырни пулчĕ-ши ку е хамăн телейĕм çавнашкал. Хĕрсене вара питĕ шел, çамрăклах пĕтрĕç. Хăшĕ-пĕри ман пекех каччăпа чуп туса та курманччĕ, – ассăн сывларĕ Ф.Стеклова. Ленинград блокадинче пурне те çав тери йывăр пулнă. Уйрăмах апат-çимĕç енчен. Хăш чухне ăша темиçе талăк пĕр чĕптĕм те яман. Кун пек чухне çиме мĕн юрăхлă, çавна çăвара персе хыпнă. Пĕрре çапла Феодора тус-хĕрĕпе, Зина Засоринăпа, выç хырăма мĕнпе те пулин лăплантарас тесе çапăçу пулнă вырăна кайнă. Шыракан тупать тенĕ евĕр, ăннă вĕсене çав кун. Ирĕлсе пĕтме пуçланă юр айĕнче лаша пĕççи тупăннă. Ăна хăйсем тăракан вырăна йăтса çитернĕ. Мĕнпе çумалла-ха ăна; Çывăхра шыв çук, Нева инçе. Хĕрсенчен пĕри путвалта пăр тăрăх темле шыв хытах тумлани çинчен пĕлтернĕ. Çавăнтах ун айне таз кайса лартнă. Вăл çурри тулсан лаша пĕççине çунă, хуртсенчен тасатнă, урлă-пирлĕ каскаласа ăнсăртран ал айне лекнĕ хурана ярăнтарнă та çунакан тимĕр кăмака çине лартнă. Урамран юр илсе кĕнĕ. Хуран юр шывĕпе тултăр тесе вĕсен темиçе хутчен картишне тухса кĕме тивнĕ. Часах лăкăртатса вĕреме тытăннă. Шурă кăпăкпа пĕрле хуртсем явăнма тытăннă. Вĕсене кăпăкĕ качки алтăрпа ăса-ăса айккинелле ывăтнă. – Какай пиçсе çитни пирĕншĕн чăн-чăн уяв пулчĕ темелле. Тăраниччен çинĕ хыççăн ырханланса кайнă хĕрсен питĕнче ăшă кулă çиçме пуçларĕ. Лаша какайне çавăн чухне пуçласа тутанса куртăм. Чăвашсем çак ĕç выльăхне арçынпа танлаштарнă, çавăнпа нихăçан та пусса çимен. Мĕн тăвас тетĕн-ха, выçлăх вăл тăшман пульлинчен те хăрушăрах, – малалла калаçрĕ Феодора Ивановна. Çăмăл аманнă хыççăн Феодорăна санчаçе куçарнă. Суранланнисене пăхнă вăл. Наступлени хыççăн çĕнĕ вырăна куçарнă. Санчаç валли уйăрнă çурта тĕрлĕ ăпăр-тапăра йăтса кайнă чухне чăматанран пĕр çыру тухса ÿкнĕ. Каç енне, шыв хатĕрлес тесе юр илме тухсан, Феодора патне чипер те яштака пÿ-силлĕ артиллерист пырса сывлăх суннă та: – Чиперкке, эсĕ Феодора Ивановăна (хĕр чухнехи хушамачĕ) пĕлетĕн-и; Тупма çук-ши ăна; – тесе ыйтнă. – Мĕн тума кирлĕ-ха вăл сана; – Çыру тупрăм, ăна Чăваш АССРĕнчен янă. Хам та унтан та... Ентеше курас килчĕ. – Эсĕ вара чăвашла пĕлетĕн-и-ха; – ыйтнă Феодора. Иккĕшĕ те хыттăн кулса янă. Чылайччен калаçнă вĕсем. Вĕсене тăвана тĕл пулнă пекех туйăннă. Миша Тимофеев Муркаш районĕнчи Çатракасси çынни пулнă. Урăх пĕр-пĕринпе тĕл пулма тÿр килмен. Вăрçă хыççăн Мишша Çĕнçырмана пырса кайнă. Ял хĕрĕсен чĕрисене вут хыптарса хăварнă вăл. Ун пек хитре каччăна епле куç хывмăн-ха. Кашни салтакшăн Берлина çитесси пысăк ĕмĕт пулнă. Чăваш салтакĕсем рейхстага хăйсен хушшинче çăхан йăви тенĕ. Çăханĕ Гитлер ĕнтĕ. Ф.Стекловăпа тантăшĕсем Çĕнтерĕве Германи тĕп хулинче кĕтсе илеймен, вĕсен чаçĕ айккипе иртсе кайнă. Берлина кураймасăрах киле кайма тивет-ши тесе питĕ куляннă вĕсем. Çакна вĕсен командирĕ сиснĕ пулас: ятарласа машина уйăрса панă. Часах кузов тулли хĕр рейхстаг еннелле çул тытнă. Чи малтан вĕсем Берлин урамĕсемпе ярăнса çÿренĕ. Тĕрĕс-тĕкел сыхланса юлнă çуртсенчен вăл илемлĕ хула пулнине туйса илнĕ. – Акă эпир рейхстаг умĕнче. Унăн пĕтĕм стенине çырса пĕтернĕ. "Атьăр эпир те мĕн те пулин çырса хăварар", – терĕм эпĕ. Ăçта çырмалла-ха; Аран-аран пĕр пĕчĕк пушă вырăн тупрăмăр. Анчах та унта алă çитмест. Кам пусма тупасшăн, кам хул пуççи çине хăпарса тăрасшăн. Çуйхашрăмăр, айхашрăмăр – мĕн шухăшланине тăваймарăмăр. Çав вăхăтра пирĕн А.Шульгин водитель таçтан темле ешчĕксем тупса килчĕ. Вĕсене стена çумне купаласа улăхрăмăр. Мана унтан-кунтан тĕрткелесе çÿлерех хăпартрĕç, кăмрăк татăкĕ тыттарчĕç. Эпĕ вара питĕ тăрăшса: "Эпир Ленинградран Берлина çитрĕмĕр", – тесе çырса хутăм. Унтан рейхстага шала кĕтĕмĕр.Çăвара карсах пăхса çÿрерĕмĕр. Уйрăмах пире люстрăсем килĕшрĕç. Кашниех "çăхан йăвинчен" асăнмалăх пултăр тесе урайĕнче выртакан йăлтăркка ванчăксене илтĕмĕр, – вĕçлерĕ Феодора Ивановна. Тăван яла таврăнсан Ф.Стеклова вăрçăран аманса таврăннă, Канаш районĕнчи Сухайкасси шкулĕнче ачасене физикăпа математика вĕрентекен Валериан Егоровича качча тухнă. Ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Çемье пуçĕ виçĕ çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Халĕ Феодора Ивановна пĕчченех пурăнать. Хулара иртекен пысăк мероприятисене ăна яланах чĕнеççĕ. Шкул ачисемпе, салтака кайма ят тухнă çамрăксемпе тĕл пулать. Аса илмелли, каласа памалли вара унăн темĕн чухлех. Виталий АЧЧА.