АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи кун çинчен паянах шутламалла

24 января 2014 г.

Район администрацийĕнче ял хуçалăх предприятийĕсене тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсене ертсе пыракансен канашлăвĕ иртрĕ. 2013 çулăн производствăпа финанс планне район администрацийĕн ял хуçалăх организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ В.Долгов пăхса тухрĕ. Çавăн пекех акмалли лаптăксен тытăмĕпе, вăрлăх хатĕрлессипе, минераллă удобренисем турттарса килессипе çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Валерий Васильевич палăртнă тухăçа илес тесен агротехника правилисене çирĕп пăхăнмаллине аса илтерчĕ. Кăçал акмалли вăрлăх пахалăхĕ пирки федерацин "Россельхозцентр" патшалăх бюджет учрежденийĕн Канашри уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Денисов тухса калаçрĕ. Вăл вăрлăха фитоэкспертизăна тăратма ыйтрĕ. Акма юрăхлă кондицине çитерсе тепĕр хут тĕрĕслеве илсе килме хушрĕ. Иртнĕ çулта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе тунă ĕçсене АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп эксперт специалисчĕ С.Васильев пĕ-тĕмлетрĕ. Хăйĕн докладĕн-че вăл производство объекчĕсенче хăрушсăрлăх техникине тата ĕç сыхлавне пăхăнма сĕнчĕ. Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ М.Кошкин выльăх чирĕ анлă ан сарăлтăр тесе мĕнле мероприятисем йĕркелесе ирттерни çинчен каласа пачĕ. Патшалăх техсăнавĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен инспекцин пуçлăхĕ А.Петров графикпа килĕшÿллĕн техникăна тĕрĕслеве хатĕрлеме ыйтрĕ. Çураки вăхăтĕнче хуçалăхсене механизаторсемпе тивĕçтерес ыйтăва та хускатрĕç, çак çивĕч ыйтăва мĕнле татса памаллине сÿтсе яврĕç. Пăхса тухнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем палăртрĕç. В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика