АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лару-тăру çав-çавах йывăр-ха

22 января 2014 г.

Кăрлачăн 14-мĕшĕнче районти шалти ĕçсен пайĕ 2013 çулта тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Канашлăва Чăваш Ен Шалти ĕçсен министерствин полици начальникĕн çумĕ А.Николаев полици полковникĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров, район прокурорĕн çумĕ О.Иванов, ял тăрăхĕсен ертÿçисем тата личнăй состав хутшăнчĕç. А.Николаев республикăри оперативлă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Районти шалти ĕçсен органĕсен начальникĕ А.Левый полици подполковникĕ пай ĕçне тишкерчĕ, ырă енсемпе çитменлĕхсене палăртрĕ. Иртнĕ çул 183 преступлени регистрациленĕ. Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисен шучĕ 85,7 процент (7-рен 13 таран) нумайланнă. Учетпа регистраци дисциплинине çирĕплетес тĕллевпе районти полици пайне килекен кашни хыпарпах тивĕçлĕ мерăсем йышăнассипе çирĕп контроль йĕркеленĕ. Материалсене пăхса тухассипе çыхăннă сроксене пăснă тĕслĕхсем пулман. Шалти ĕçсен пайĕн дежурнăй чаçĕ йышăннă 288 хыпартан 158 преступление çийĕнчех уçса палăртнă. 2013 çулта оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттернĕ чухне çын вĕлернипе, çын сывлăхне юри сиен кÿнипе, çаратнипе çыхăннă фактсене пурне те уçса палăртнă. Районти шалти ĕçсен пайĕ çавăн пекех малтан тунă 32 преступление, иртнĕ çулсенче тунă 8 преступление уçса панă. Ĕçре çитĕнÿсем туни куç кĕрет пулин те районти лару-тăру çав-çавах йывăр. Обществăлла вырăнсенче йĕркене пăснă, çын вĕлернĕ фактсем нумайланнă. Çул çитмен çамрăксем, малтан судпа айăпланнă, ниçта та ĕçлемен çынсем саккуна пăснă тĕслĕхсем те йышлă. Наркотиксемпе айкашакансене хирĕç кĕрешес енĕпе нимĕнле ĕç те тăвăнмасть. Çул-йĕр çинче йĕрке тăвассипе çыхăннă çивĕч ыйтусем çине-çинех тухса тăраççĕ. Пĕлтĕр çулсем çинче 154 çын аманнă, 26 çын пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă. Ачасем аварине лекнĕ тĕслĕхсем 44,4 процент таран ÿснĕ. Çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă çĕре çавăн пекех районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ – полици начальникĕ С.Никифоров, полицин обществăлла йĕркелĕхе сыхлас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлев, следстви, дознани, участковăйсен, ГИБДД пайĕсен ертÿçисем Р.Борисова, О.Николаева, И.Михайлов, Д.Гусев хутшăнчĕç. Канашлăва хутшăннисем районти полицин обществăлла йĕркелĕхпе хăрушсăрлăх ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне ÿстермелли майсене те палăртрĕç. А.ЛЕВЫЙ, районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика