АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ Мами ялĕн мухтавĕ

22 января 2014 г.

Çĕнĕ Мамири Димитриевсене районта çеç мар, унăн тулашĕнче те пит лайăх пĕлеççĕ. Геннадий Димитриевичпа Мария Петровна нумай çул ачасене тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçе панă. Пĕлтĕр чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче вĕсем пĕрле пурăнма пуçланăранпа 60 çул çитрĕ. Çак паллă датăна Пайкилт вăтам шкулĕнче савăнăçлă лару-тăрура ирттерчĕç. Ял-йыш хисепне тивĕç пулнă мăшăр ячĕпе ăшă сăмахсем, илемлĕ юрăсем янăрарĕç. Тухса калаçакансем салам сăмахĕсене парнесемпе, чечек çыххисемпе çирĕплетрĕç. Халĕ сăмаха Геннадий Димитриевич çине куçарар-ха. Вăл 1929 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Унăн тата тăватă шăллĕн ачалăхĕ пĕртте çăмăл пулман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă чухне Генăн ашшĕ арăмне ачисене тĕрĕс-тĕкел ÿстерме, çирĕп пĕлÿ илме пулăшса тăмашкăн ял халăхĕ умĕнче каласа хăварнă. Шел, Димитрий ун чухне арăмĕпе тĕпренчĕкĕсене юлашки хут курнă. Унăн пурнăçĕ Итали партизанĕсемпе пĕрле фашистсене хирĕç çапăçса вăхăтсăр татăлнă. Гена тата унăн шăллĕсем амăшĕпе пĕрле вăй çитнĕ таран колхоз ĕçĕсене хутшăннă, Аслă Çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă. Тем пек йывăр пулсан та çамрăк ача вĕренме пăрахман: ялти шкулта 7 класс пĕтерсен Шăхасана çÿренĕ. Вăтам пĕлÿ илсен пĕр вăхăт Шăхасан районĕн çар комиссариатĕнче, шкулта ĕçленĕ. 1947 çулта Канашра учительсен институчĕ уçăлнă. Геннадий математикăпа физика факультечĕн студенчĕ пулса тăнă. Института "пиллĕк" паллăсемпе вĕç-ленĕ. Çамрăк специалиста тăван шкула ачасене вĕрентме янă. Г.Димитриев 1952-1953 çулсенче комсомолăн Шăхасан райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче тăрăшнă. Çĕнĕ Мами шкулĕнче пĕр çул физикăпа математика учителĕ пулса ĕçленĕ хыççăн ăна директора лартнă. Куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Тĕрлĕ семинарта, курсра мĕн илтни-курнипе шкулта тата колхоз ĕçĕсенче усă курнă. Пенси çулне çитичченех Пайкилт вăтам шкулĕнчи вĕрентекенсен коллективне ертсе пынă. Каярахпа Пайкилт тата Шăхасан шкулĕсенче математика вĕрентнĕ. Геннадий Димитриевичăн педагогика стажĕ – 52 çул. Ентешĕсем ăна 10 хутчен ял Канашĕн, 5 хутчен район Канашĕн депутатне суйланă. Халăх шанăçне вăл тÿрре кăларса пынă. Г.Димитриев 10 çул райĕçтăвкомăн халăха вĕрентес ĕç комитечĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăнă. 15 çула яхăн малтан Ворошилов, кайран К.Маркс ячĕллĕ колхозсенчи партин пуçламăш организацийĕсене ертсе пынă. Геннадий Димитриевичăн тавра курăмĕ пысăк та анлă. Шкул ĕçĕсене тĕрлĕ енлĕн тишкерÿсем туса пынă, кружоксем ĕçленĕ, вĕренекенсем шкулти, районти, республикăри олимпиадăсенче тарăн пĕлÿ кăтартнă, час-часах малти вырăнсене йышăннă. Çакна ĕçтешĕсем, шкултан вĕренсе тухнисем яланах ырăпа аса илеççĕ. Ачасем Г.Димитриев йĕркеленĕ радио тата фотокружоксене юратса çÿренĕ. Çĕнĕ Мами шкулĕн хушма çурчĕсене юсаса тăнă, çĕннисем хăпартнă. Спорт, музыка хатĕрĕсем çителĕклĕ пулччăр тесе тăрăшнă. Пайкилт вăтам шкулне вăхăтра хута ярас тесе нумай вăй хума тивнĕ. Строительствăпа çыхăннă вăл е ку ыйтăва татса парас тесе ăçта кăна çитмен пулĕ, пысăк ĕçре вăй хуракансен ĕç пÿлĕмĕсене мĕн чухлĕ уçса хупман-ши; Коллектив хăйĕн ертÿçине ăнланса, пулăшса пынă. Шкултан вĕренсе тухнисен хушшинче ăста специалистсем, шкулта ĕçлекенсем сахал мар. Ĕçне кура хисепĕ. Геннадий Димитриевич Димитриева "РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ" тата "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ятсем панă, кăкăр çине çакмалли "Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ" паллăпа, "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн", "Ĕçри хастарлăхшăн", "Ĕç ветеранĕ", Аслă Çĕнтерÿ 50, 60, 65 çул тултарнă ятпа кăларнă юбилей медалĕсемпе, Чăваш АССР Аслă Канашĕн президиумĕн, РСФСР Çут ĕç министерствин, союз, республика тата район шайĕнчи Хисеп грамотисемпе наградăланă. Тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ Г.Димитриев вăхăта усăсăр ирттермест. Тĕрлĕ çулта ялти ветерансен канашне ертсе пынă, обществăлла ĕçсене халĕ те хастар хутшăнать, вăл – ветерансен канашĕн хисеплĕ членĕ. Геннадий Димитриевич тăрăшнипе тата çине тăнипе Çĕнĕ Мами ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнисен списокне çĕнетрĕмĕр, фронтовик-активистсен фотоальбомне хатĕрлерĕмĕр. Нумаях пулмасть ентешĕсене ял мĕнле пуçланса кайни тата шкул аталанăвĕ çинчен пухнă материалĕсемпе паллаштарчĕ. Ватлăх кунĕсене Димитриевсем мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе йăпанса ирттереççĕ. Çамрăксем те вĕсене манмаççĕ – килсех çÿреççĕ, пулăшаççĕ. Сăмах май, Димитриевсен династийĕнче вĕреннĕ çынсем сахал мар: наука докторĕсем пиллĕкĕн, шăллĕсем тата вĕсен ачисемпе мăнукĕсем аслă пĕлÿ илнĕ. Геннадий Димитриевича шкулта пĕрле ĕçленĕ вĕрентекенсен, вăл пĕлÿ панă çынсен, ентешĕсен, ачасен ашшĕ-амăшĕн, Пайкилт ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ячĕпе 85 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр, канлĕ ватлăх, вăрăм ĕмĕр сунапăр, шутланă ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕрсе пыччăр. М.ИВАНОВ, вырăнти ваттисен канашĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика