АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçалхи стипендиатсем

22 января 2014 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2014 çулхи кăрлачăн 13-мĕшĕнче алă пуснă Хушăвĕпе ки-лĕшÿллĕн вĕренÿре, тĕпчев, ăслăлăх, пултарулăх, производство ĕçĕ-хĕлĕнче тата ертсе пырас, бизнес-проектсем хатĕрлес енĕпе пысăк çитĕнÿсем тунă 1000 çамрăк кăçалхи кăрлач-раштав уйăхĕсенче 1830 тенкĕпе танлашакан стипенди илсе тăрĕ. Çак йышра пирĕн районтан: Игорь Авдеев, РФ ШЕМĕн Канаш районĕнчи уйрăмĕн оперуполномоченнăйĕ, Михаил Андриянов, ачасемпе çамрăксен Г.Н.Смирнов ячĕллĕ спорт шкулĕн тренерĕ, Ангелина Антонова, Вăрăмпуç вăтам шкулĕн вĕренекенĕ, Алексей Васильев, Çĕнĕ Шелттемри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн вĕренекенĕ, Елена Георгиева, ял тăрăхĕсен хушшинчи тĕп библиотекăн пай пуçлăхĕ, Юрий Григорьев, Хучел тĕп шкулĕн вĕренекенĕ, Кристина Ильина, Вырăскас Пикших вăтам шкулĕн вĕренекенĕ, Марина Кириллова, Вырăскас Пикших вăтам шкулĕн вĕренекенĕ, Елена Леонтьева, районти суйлав комиссийĕ çумĕнчи çамрăксен суйлав комиссийĕн секретарĕ, Татьяна Петрова, ял тăрăхĕсен хушшинчи тĕп библиотекăн пай ертÿçи, Анастасия Семенова, Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкул вĕренекенĕ, Сергей Тимофеев, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн операторĕ, Нина Филиппова, Янкăлчри Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ вăтам шкул вĕренекенĕ, Сергей Шамбулин, РФ ШĔМĕн Канаш районĕнчи çул-йĕр патруль службин инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика