17 января 2014 г.
Культура çулталăкĕ Сиккасси ял тăрăхĕн муниципалитетăн "Культурăна аталантаракан тата халăха библиотека пулăшăвĕ паракан центр" бюджет культура учрежденийĕнче Сиккассинчи халăх хорĕн хормейстерĕн Р.Шоркинан пултарулăх концерчĕпе пуçланчĕ. Çак мероприяти Роза Петровна 60 çул тултарнипе çыхăннă. Р.Шоркина Чулкăмака ялĕнче çуралнă. Культурăпа çутĕç училищинче "Клуб ĕçченĕ, халăх инструменчĕсен пултарулăх оркестрĕ" специальноçе алла илнĕ. Пĕр хушă Чăваш АССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи телевиденипе радиохыпарлав комитечĕн хорĕнче юрланă. СССР туса хунăранпа 50 çул çитнине халалласа Дагестанра Чăваш АССР культурин кунĕсене ирттернĕ çĕре хастар хутшăннăшăн ăна Дагестан АССР Культура министерствин тата ВЛКСМ обкомĕн Хисеп грамотипе наградăланă, Чăваш АССР Аслă Канашĕн президиумĕн Тав çырăвне панă. Роза Петровна Сиккассинчи халăх хорĕн хормейстерĕнче 1974-мĕш çултанпа ĕçлет. Хор пултарулăхне ÿстерес тата сцена ăсталăхне алла илес енĕпе нумай вăй хурать. Музыкăна аталантарас тата халăх хушшине сарас тĕлĕшпе курăмлă çитĕнÿсем тунăшăн ăна совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 40 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ Пĕтĕм Союзри илемлĕ пултарулăх смотрĕн лауреачĕн медалĕпе чысланă. 1987 çулта Р.Шоркина Октябрьти социализмла Аслă революци 70 çул тултарнине халалласа йĕркеленĕ Пĕтĕм Союзри халăх пултарулăхĕн иккĕмĕш фестивалĕн лауреачĕн медальне тивĕçнĕ. Роза Петровна – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Ăна Чăваш Республикин Культура министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Р.Шоркина ертсе пыракан хор республикăпа районта иртекен фестивальсене, смотрсене яланах хутшăнать. Хăйĕн пултарулăхне Мускав, Ульяновск, Нижнекамск, Волгоград хулисенче ирттернĕ фестивальсенче кăтартнă. Тĕрлĕ номинацисенче дипломсем çĕнсе илнĕ. Р.Шоркинан пултарулăх каçне нумай халăх пуçтарăнчĕ. Хор чăваш халăх юррисене шăрантарчĕ. Юбилей ячĕпе Роза Петровнăна район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Т.Владимирова, Сиккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Вазинге, "Культурăна аталантаракан тата халăха библиотека пулăшăвĕ паракан центр" бюджет культура учрежденийĕн директорĕ И.Андреева, "Хурăн" ача сачĕн заведующийĕ Т.Александрова, А.И.Миттов ячĕллĕ Сиккасси вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсем Л.Антонова, Е.Александрова, Н.Вазинге, тăванĕсем, çывăх çыннисем саламларĕç, малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕç. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Стеклов ертсе пыракан "Ентешсем" ансамбль илемлĕ юрă парнелерĕ. А.ВИТАЛЬЕВ.