АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пакунлă Хĕл мучи ачасем патне васкать

17 января 2014 г.

Право йĕркисене пăхăнса пурăнасси çынра мĕн ачаранах çирĕплентĕр тесе полици органĕсенче ĕçлекенсен тĕрлĕ мел тупма тивет. Хальхинче, сăмахран, "Хĕл мучи полицейски" ятпа Пĕтĕм Раççейри ыр кăмăллăх акцийĕ иртет. Акци декабрĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 1-мĕшĕччен пырать. Çак тапхăрта шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлекенсем район прокурорĕн çумĕпе И.Романовпа пĕрле йĕркесĕр, йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесенчи ачасем патне çитсе вĕсене Çĕнĕ çул парнисем пачĕç. Çавăн пекех ачасене çынсем хушшинче, çул урлă каçнă чухне тата транспортра хăйсене мĕнле тытмаллине, саккуна пăссан мĕнле яваплăх кĕтнине каласа ăнлантарчĕç. Акци пуçланнăранпа Хĕл мучи полицейски Шăхасан, Сиккасси, Шелттем, Ачча, Атнаш, Çеçпĕл, Чакаç ял тăрăхĕсене çитсе килчĕ. Ку ĕç малалла пырать. Л.АНТОНОВА, районти полицин участковăйсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика