17 января 2014 г.
Тăватă ĕçкĕç – Игнатьев, Петров, Афанасьева тата Ромашина (хушамачĕсене урăхлатнă) – çуллахи вăрăм куна йÿççи ĕçсе кĕскетнĕ. Ромашинăпа Игнатьев Афанасьева Григорьевăн (кунне те хушаматне урăхлатнă) укçине йăкăртнине пит лайăх пĕлнĕ. Çакскерсем каварлашса çак укçана хăйсен тума тĕв тунă. Малтанах калаçса татăлса Ромашина пахчара сак çинче ларакан ÿсĕр Афанасьева патне пынă. Хĕвел çаврăнăш вăррипе хăналап тесе унăн халат кĕсйине кĕрсе кайнă, унтан 500 тенкĕлĕхли 8 штук туртса кăларнă. 4 пин тенке Игнатьева тыттарнă. Часах вĕсем укçана çурмалла пайланă та тухса шунă. Суд Игнатьевпа Ромашинăна 280-шар сехет ĕçлеттерме йышăннă. В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ. Руль управленине çухатнă та... Раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче каçхине ултă сехет тĕлнелле "Çĕрпÿ-Ульяновск" автоçул çинче, Маяк ялĕ çывăхĕнче, автоинкек пулса иртнĕ. "DAEWOO NEXIA" автомашинăна тытса пыракан водитель, Ульяновск хули енчен Канашалла кайма тухнăскер, руль управленине çухатнă та хирĕç килекен "ВАЗ-2109" çăмăл машина çине пырса кĕнĕ. Автоинкек хыççăн водительсене тата иномарка салонĕнче пулнă пассажирсене пурне те хула больницине леçнĕ. Д.ГУСЕВ, РФ ШĔМĕн районти ГИБДД пайĕн начальникĕ.