АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн Ксени

17 января 2014 г.

Пирĕн редакцине вăл кĕтмен-туман çĕртен пырса кĕчĕ: çуллахи пĕр ир пирĕн ĕç пÿлĕмĕн алăкне çинçе пÿ-силлĕ, вăрăм сарă çÿçлĕ хĕр уçса пăхрĕ те йăвашшăн кулчĕ. "Ксения Емельянова, пирĕн çĕнĕ корректор", – паллаштарчĕ унпа пире Александр Владимиров тĕп редактор. Ксения Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Корректорăн тĕрлĕ енлĕ ăста пулмалла, грамматикăна, лексикăна, фразеологипе стилистикăна, орфографипе пунктуаци нормисене лайăх пĕлмелле. Редакцире 35 çул ытла корректор пулса ĕçленĕ, тивĕçлĕ канăва кайма хатĕрленекен Мирослава Григорьева Ксение çак ĕçе хăнăхма пулăшакан пĕрремĕш наставник пулчĕ. Мирослава Захаровна çамрăк сотрудника корректорăн тĕп пахалăхĕсенчен пĕри тимлĕх пулмалли çинчен питĕ тĕплĕ ăнлантарчĕ. Хаçат полосисене вуланă чухне шухăшсем айккинчи калаçусемпе ĕçсем çинче пулмалла мар. Шанса панă ĕçе Ксения хăй тĕллĕн пурнăçлама тытăнсан унăн умне стилистикăпа, орфографипе çыхăннă тĕрлĕ ыйту тухса тăчĕ. Хаçат ĕçĕнче пысăк опыт пухнă аслă ĕçтешĕсем çамрăк сотрудника яланах пулăшма тăрăшатчĕç. Ксени те хăй тĕллĕн нумай вĕренчĕ, телее, редакцире корректура ыйтăвĕсемпе çырнă литература çителĕклех. Сăпайлă та ĕçченскер хăйĕн ĕçне юратса тăвать. Ирина Храмова-Козлова опытлă верстальщик пулăшнипе Ксения иккĕмĕш специальноçе алла илчĕ, хаçат калăплама пуçларĕ. Çак ĕçе вăл питĕ хăвăрт хăнăхрĕ. Ирина декрет отпускне кайнăранпа вырăсла хаçата та, чăвашлине те Оксана верстка тăвать. Ксения Емельянова пирĕн редакци алăкне уçса кĕнĕренпе ултă çул çитрĕ. Кĕске тапхăртах вăл коллективра хисепе тивĕçрĕ. Уçă кăмăллăскер пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать, коллективра ирттерекен мероприятисене хаваслăх кĕртме пĕлет. Çавăнпа юратса та хисеплесе эпир ăна "Пирĕн Ксени" тетпĕр. Çакна та каласа хăварам-ха: пирĕн Ксени – икĕ ача амăшĕ. Пĕлтĕр иккĕмĕш аслă пĕлÿ илес тĕллевпе Хусанти пĕр аслă шкулăн Канашри филиалне вĕренме кĕчĕ. Хальхинче – юридици пĕлĕвĕ. Ăнăçу сунатпăр сана, пирĕн Ксени, тата професси уявĕпе – Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр! В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика