15 января 2014 г.
Пайкил ял тăрăхĕнчи Çĕнĕ Мами ялĕнче иккĕмĕш çул ĕçлемен клуб çывăхĕнче, уçă вырăнта, çамрăксем Çĕнĕ çул уявĕ валли хатĕрленĕ капăр чăрăш ларать. Кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăнтăрла тĕлне çак асамлă вырăна ял-йыш пуçтарăнма тытăнчĕ. Чăрăш айĕнче вырнаçтарнă радиоаппаратура чăваш тата вырăс халăхĕсен илемлĕ те савăнăçлă юррисене шăрантарать. Çанталăкĕ те ăшă – çынсене пÿртре ларма мар, ватти-вĕттине уçă сывлăша тухса, турă панă илемлĕхпе савăнма ыйтать тейĕн. Пайкилт ял тăрăхĕнчи ваттисен канашĕ Çĕнĕ Мами ялĕнче пурăнакан ватăсем валли (унта пĕтĕмпе 165 кил, 92 пенсионер пурăнать) Çĕнĕ çул уявĕ йĕркелеме тăрăшрĕ. Çак ырă йăлана пуçараканĕ ялти ватăсен активисчĕ Александра Алексеева пулчĕ. Воронцовсен çемйи хаваспах хăйсен радиоаппаратурипе тивĕçтерчĕ. Сутуçă Валентина Петровна Воронцова Канашран Çĕнĕ çул парнисем кÿрсе килсе хăйĕн лавккинчен электроэнергипе тивĕçтерчĕ. Çамрăксем Николай Николаевпа Дмитрий Иванов микрофон илсе килсе ăна сыпăнтарма пулăшрĕç. Уява хатĕрленнĕ вăхăтра пуçтарăннă çынсене ял халăхĕн хисепне тивĕçнĕ ватă, тыл ветеранĕ, РФ тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Г.Димитриев хăй хатĕрленĕ материалсемпе Çĕнĕ Мами ялĕ мĕнле пуçланса кайни çинчен паллаштарчĕ. Сăмах май, Геннадий Дмитриевич кăрлачăн 22-мĕшĕнче 85 çул тултарать. Акă Хĕл мучие чĕнме те вăхăт çитрĕ. Ăна йыхравлама ваттисен канашĕн ертÿçи М.Иванов микрофона алла илчĕ. Хĕл мучи (Александра Алексеева) чăрăш тавралла пуçтарăннă халăх патне килсе çитсен хаваслă вăйă пуçланчĕ. Хĕл мучине "Пуранар" ятлă ваттисен халăх инструменчĕсен ансамблĕ (ертÿçи – тыл ветеранĕ, 84 çула кайнă СССР çут ĕç отличникĕ П.Николаев – скрипка); Валерий Алексеев (баян), Михаил Иванов (мандолина) тата Мария Васильева, Надежда Иванова, Надежда Николаева (хăйсен инструменчĕсемпе) пулăшса пычĕ. Хĕл мучи пуçтарăннă халăхпа "пĕр чĕлхе" тупрĕ: ватăсем те тĕрлĕ вăййа хутшăнчĕç, ачасем юрăсем юрласа, сăвăсем каласа савăнтарчĕç, çамрăксем ташăсем ташласа ватăсене те "çамрăклатрĕç". Хĕл мучи пурне те парнесем пачĕ. Ялти ватăсен хушшинче кăрлач уйăхĕнче çуралнисем вун иккĕн. Вĕсене кашнине уйрăммăн ваттисен канашĕн ертÿçи М.Иванов тата Хĕл мучи саламларĕç, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, канлĕ ватлăх сунчĕç. А.Алексеева тата ансамбль ушкăнĕ çак уйăхра çуралнă ватăсене хисеплесе юрăсем юрласа чыс турĕç. Уявпа ватăсем те, çамрăксем те питĕ кăмăллă пулчĕç. Ял халăхĕ ячĕпе Г.Димитриев ваттисен канашне, "Пуранар" ансамбле тав турĕ, малалла та халăха савăнтарма ăнăçу сунчĕ. М.ИВАНОВ, вырăнти ваттисен канашĕн ертÿçи.