АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăр çулсенче трактористра ĕçленĕ

15 января 2014 г.

Н.Федорова Вăрмар районĕчи Кĕлкеш ялĕнче нумай ачаллă çемьере ÿснĕ. Пĕчĕклех нимле ĕçрен те ютшăнман. Тупах ялĕнчи шкулта пĕлÿ илнĕ. Каникулсенче, хăш чухне уроксем хыççăн та колхоз ĕçĕсене хутшăннă, ашшĕпе амăшне шăллĕсемпе йăмăкĕсене пăхса ÿстерме пулăшнă. Шкулпа сыв пуллашсан Канашра механизатора вĕренме кĕнĕ. Тракторист правине илсен тăван "Коммунар" колхозра трактористра вăй хунă, вырма вăхăтĕнче комбайн штурвалĕ умне ларнă. Кăнтăрла хирте тырă вырнă, çĕрле ăна йĕтем çинче çапнă. Çамрăк чун йывăрлăха парăнман, чăтнă, вăй чакса пынине туйман. Хĕр комбайнер тырă çапса тĕшĕлессипе çамрăк комбайнерсем хушшинче районта пĕрре мар мала тухнă. Хĕр шутне кĕрсен Нина Канаш районĕнчи Катек ялĕнче пурăнакан В.Егорова качча тухнă. Çамрăк мăшăра шăпа пĕрле пĕр çула яхăн çеç пурăнма пÿрнĕ. Ваççана кирлĕ мар çĕрте шухăшламасăр персе янă сăмахшăн арестленĕ. Çĕнĕ çуртне туртса илнĕ, кăмакине çеç тумалли юлнă пулнă. Çие юлнă çамрăк хĕрарăм пĕр-пĕччен урама тăрса юлнă. Пысăк хуйхă ăна хуçман. Чылайччен вăл çак ялта çын патĕнче пурăннă. Канăçа пĕлмесĕр колхозра ĕçленĕ, ывăлне, Вениамина, ÿстерсе çын тăвас тенĕ. Аслă Çĕнтерÿ хыççăн Е.Митрофанов фронтовикпа паллашнă, ун патне пурăнма куçнă. Майĕпен çурт хăпартса лартнă, пурнăçа йĕркелесе янă. Çемьене тата тăватă чун хушăннă. Нина Федоровна тивĕçлĕ канăва тухичченех Куйбышев ячĕллĕ колхозра поварта ĕçленĕ. 1960 çулта фронтри сурансене пула мăшăрĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Официаллă майпа пĕрлешменнине кура Нина Федоровна салтак арăмĕн çăмăллăхĕсемпе усă курман. Хальхи вăхăтра тыл ĕçченĕ Игорь ятлă мăнукĕн çемйипе пурăнать. Унăн мăшăрĕ Эльвира Васильевна – Катек вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ. Нина Федоровнăна вăл тăван амăшне пăхнă пек пăхать. Нина Федоровнан ачисем, мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем кăрлачăн 2-мĕшĕнче Çĕнĕ çул уявĕпе пĕрле юратнă çыннин юбилейне те паллă турĕç. А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика