АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕпе те, чунĕпе те чăн-чăн гуманист вăл

15 января 2014 г.

1913 çулта Романовсен династийĕ 300 çул тултарнă ятпа çыхăннă та Хусан кĕпĕрнинчи Шăхранта учительсен семинарине уçма ирĕк пани. Хусанти вĕрентÿ округне нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Питĕртен çапла хушу çитнĕ: "Шăхасан вулăсне кĕрекен Шăхран станцинче 1914 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче учительсен семинарине уçма ирĕк парас". 2014 çулта çак вĕрентÿ учрежденийĕ ĕçлеме пуçланăранпа 100 çул çитет. Мĕнле кăна паллă педагогсем ĕçлемен пулĕ кунта пĕр ĕмĕр хушшинче! Вĕсен хушшинче - Канаш районĕнчи Сиккассинчи вăтам шкулта мана математика вĕрентнĕ Виталий Данилович Гаврилов та. Вăл хăй ĕмĕрĕн виççĕ тăваттăмĕш пайне, пурнăçне Канашри педколледж ĕçĕсемпе çыхăнтарнă. Тăхăр вунă çула çитнĕ пулин те, вăл паян кун та студентсене воспитанипе пĕлÿ парас ĕçе хастар хутшăнать. Виталий Гаврилов Куславкка районне кĕрекен Ырашпулăх ялĕнче 1924 çулта çуралнă. 1939 çулта Кунерти çичĕ çул вĕренмелли шкула "питĕ лайăх" паллăсемпе пĕтернĕ ачана Канашри педагогика училищине экзаменсăрах йышăнаççĕ. Анчах вĕренсе пĕтереймен вăл. Тата икĕ çултан вăрçă пуçлансан Виталин салтак тумтирĕ тăхăнса алла пăшал тытма тивет. Липецк хулине тата Украинăна нимĕçсенчен ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусенче автоматчиксен Гаврилов ертсе пыракан отделенийĕ пысăк паттăрлăх кăтартать. Одесса çывăхĕнчи çапăçусенчен пĕринче Виталий Гаврилов гварди сержантăн икĕ ури те йывăр аманать. Ултă уйăх та 15 кун сипленет госпитальте сержант, анчах урăх фронта юрăхлă пулаймасть. 1946 çулхи вырма уйăхĕнче В.Гаврилов демобилизаци йĕркипе киле таврăнать. 22 çулти çамрăкăн вĕренес кăмăл питĕ пысăк пулнă, анчах вăрçă хыççăн учительсем çитмен пирки ăна Куславкка районĕнчи Пучинке ялне пуçламăш шкул заведующине яраççĕ. "Шкула çитрĕм те, икĕ алла шарт! çапрăм, - аса илет ĕлĕкхине Виталий Гаврилов, - чÿрече кантăкĕсене кăларса кайнă, алăксем çук, парттăсем ванчăк. Шкула пĕтĕмпех ватса-çаратса пĕтернĕ". Ĕнерхи салтак çĕр çывăрмасăр, çанă тавăрса ĕçлет, сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕнле те пулин шкул çуртне юсаса пĕтерес тесе тăрăшать. Хăйĕн тĕллевне пурнăçлать-пурнăçлатех çамрăк учитель. Тепĕр çул шкул çуртне ял хĕрринчен ял варрине куçараççĕ. Тепĕр çулталăк çурăран, хăй вырăнне учитель тупсан кăна Виталий Данилович малалла вĕренме пултарать. 1948 çулта диплом илнĕ учителе Челябинск облаçĕнчи "Муравейник" совхоз шкулне ĕçлеме яраççĕ. Кунта Виталий Данилович тĕлĕнмелле сăнавсем тăвать. Магнитогорск хулинче пурăнакан рабочисем хăтлă хваттерсенче е патшалăх туса панă коттеджсенче пурăнаççĕ. "Муравейник" совхозра вара ял çыннисем çĕр пÿртсенче асапланаççĕ. Мĕншĕн çавăн пек уйрăмлăх; Вăл вăхăтра пирĕн çĕршыва ертсе пымалли принципсенчен пĕри "пролетариат диктатури" пулнă. Диктатурăлла влаç çĕр ĕçченĕсен пурнăçне лайăхлатас енĕпе çителĕклĕ ĕçлемен. Урăхла каласан, çĕршыва ертсе пыракансен хресченсем пирки гуманизмла шухăш пулман. Пурнăçа тĕрлĕ енчен сăнаса юлашкинчен Виталий Данилович çапла пĕтĕмлетÿ тунă: "Обществăлла хутшăнура чи паха енсенчен пĕри - гуманизм. Вăл пулмасан çын ĕçĕпе те, шухăшĕпе те тĕрĕс çултан пăрăнса кайма пултарать". Çапла, учитель пурнăçра пулакан ĕçсене гуманизм призми витĕр пăхса хаклама пуçлать. 1949 çулта В.Гаврилов Канашри учительсем хатĕрлекен института вĕренме кĕрет. Икĕ çултан математикăпа физика учителĕн дипломне илнĕ хыççăн ăна Канаш районĕнчи Карăклăри çичĕ çул вĕренмелли шкула завуч пулса ĕçлеме яраççĕ. Виталий Даниловичăн гуманизмла шухăшĕ учительте ĕçленĕ чухне те палăрать. Вăл ачасен пĕлĕвне "начар" паллăсемпе хакламан. "Вĕсем шкул ачине, вĕсен ашшĕ-амăшне кÿрентереççĕ, кăмăлне хуçаççĕ. Ачасен пусăрăнчăк кăмăлпа вĕренмелле мар", - çакăн пек девиз пулнă унăн малтанхи вăхăтра. Каярахпа учитель тепĕр девизпа ĕçлеме пуçланă: "Шкул ачин вĕреннĕ чухне чунĕ савăнмалла". Çак шухăша тĕпе хурса ĕçленĕ май Виталий Данилович математика вĕрентнĕ чухне усă курмалли вăйăсем çырать. Çак вăйăсене Учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институт 1966 çулта "Чăваш шкулĕсенче ĕçлекен учительсене пулăшма" кĕнекене кĕртет. 1953-56 çулсенче Виталий Гаврилов Сиккассинчи вăтам шкулта вĕренÿ пайне ертсе пырать, 1956-62 çулсенче Уçырма шкулĕнче директорта ĕçлет, куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухать. Завучра ĕçленĕ чухне вăл вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсене пĕтĕмлетет, вĕсене учительсен хушшинче сарать. Уçырма шкулĕнче ĕçленĕ чухне хăй çĕнĕлĕхсем шырама пуçлать. Тĕслĕхрен, пĕр урамра пурăнакан ачасене пĕр класа пуçтарса вĕрентет - классене территори принципĕпе калăплать. Пионерсен звенисемпе отрячĕсене те çак принциппах йĕркелеççĕ. РСФСР Педагогика академийĕ çак ĕçе пысăк хак парать - Виталий Даниловича Хисеп хучĕ парса чыслать. Çакăн пек хисеп хучĕ пуçаруллă педагогăн татах та нумай. 1962 çулта Виталий Гаврилов Канашри педагогика училищинче ĕçлеме пуçлать. "Хальхи вăхăтра учитель вулама-çырма вĕрентни кăна çителĕксĕр - унăн тата гуманизмла шухăша сарма пĕлмелле", - çак девизпа ĕçлет паян кун та Виталий Данилович Гаврилов Канашри педколледжра. Уроксем ирттернисĕр пуçне, вăл чылай ĕç çырать: "Начар сывлăхлă ачасене вĕрентесси", "Вăйă - йăпатмăш мар, ачасене вĕрентмелли меслет", "Начар паллăсем лартмасăр вĕрентесси" тата ытти те. Чăваш Республикинчи учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институт Виталий Гаврилова Шупашкара чĕнсе илсе лекцисем вулаттарать, уйрăмах 1970 çулсенче, çĕнĕ программăпа ĕçлеме куçнă вăхăтра. Виталий Данилович обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать. Юлашки 12 çул вăл педагогика колледжĕнчи ветерансен канашне ертсе пырать. Колледж 100 çул тултарнă май Виталий Даниловича татах та нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунатпăр. В. ЛАПИН,

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика