АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплисен йышне тепĕр çын хушăнчĕ

15 января 2014 г.

2006 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шăхасан ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕ Канаш хулин тĕслĕхĕпе "Ялăн хисеплĕ гражданинĕ" хисеплĕ ят парассине çирĕплетнĕ. 7 çын çак чыса тивĕçнĕ. Шел пулин те, вĕсенчен чылайăшĕ пирĕнтен уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Нумаях пулмасть ял тăрăхĕн представителĕсем Ю.Алексеевăпа А.Цыганова тата Л.Павлова депутат А.Егорова "Шăхасан ялĕн хисеплĕ гражданинĕ" ят панине ĕнентерекен диплом, удостоверени панă, хĕрлĕ хăю çакса янă. Вăл ял тăрăхĕшĕн тунă ырă ĕçĕсем чăннипех те сахал мар. Александр Николаевич районти шалти ĕçсен пайне йĕркеленĕ çĕре хастар хутшăннă. ГАИ посчĕ тунă. Вăл пуçарнипе тикĕсленĕ футбол площадкипе çамрăксем паянхи кун та усă кураççĕ. "Динамо" футбол команди йĕркеленĕ, вăл пĕрре мар республика чемпионĕ пулса тăнă. Шалти ĕçсен пайĕн коллективĕ илемлĕх пултарулăхĕ енĕпе республикăра, районта ирттернĕ пĕр мероприятине те хутшăнмасăр юлман. Вăл хăй СССР Шалти ĕçсен министерствин фестивалĕн лауреачĕн ятне çĕнсе илнĕ. 2005-2012 çулсенче А.Егоров Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Халăх вăйĕпе Сител масарĕ патне çити çул хывнă. Вăл тăрăшнипе Шăхасанăн тĕп лапамĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешсен ячĕпе палăк çĕкленнĕ. Тăкакне халăх хăйĕн ирĕкĕпе пуçтарнă укçа-тенкĕпе саплаштарнă. Егоровсен çемйи 36 пин тенкĕ куçарнă. Шăхасан тăрăхĕн çыннисем Александр Николаевича тÿрĕлĕхĕшĕн, чыслăхĕшĕн хисеплеççĕ. Унăн икĕ ывăлпа пĕр хĕр. Виççĕшĕ те йĕркелĕх хуралĕн органĕнче ĕçлеççĕ. Нумаях пулмасть Александр Николаевич 61 çул тултарчĕ. В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика