15 января 2014 г.
Тунти кун район администрацийĕнче çĕнĕ çулти пĕрремĕш анлă канашлу иртрĕ. Ăна райадминистраци пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Анатолий Егоров йĕркелесе-ертсе пычĕ. Кун йĕркинче тăватă ыйту пулчĕ. Районти полицин участковăйсен тата çул çитменнисемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕн çумĕ Любовь Антонова 2013 çулта ачасем тунă преступленисем çинче чарăнса тăчĕ. Иртнĕ çулта çул çитмен çамрăксем тунă преступленисем 55,6 процент нумайланнă. Çавăн пекех преступленисем тунă çĕре хутшăнакансен шучĕ те нумайланнă. Ÿсĕмсем тăрăх пăхсан 16-17 çулти çамрăксем (14 ача) тата шкулта вĕренекенсем (13 ача) ытларах преступлени тунă. Ултă ача преступлени тунă чухне ÿсĕр пулнă. Çул çитменнисем ытла та çамрăкла эрех ĕçни пурне те канăçсăрлантармалла, чи малтанах, ашшĕ-амăшне. Вĕсен хăйсен ачине асăрхаса тăмалла, ĕçе явăçтармалла. Ачасем тунă преступленисен йышĕнче вăрланă (16 факт), çаратнă (5) фактсем ытларах. Çамрăксем ушкăнпа тата çитĕннĕ çынсемпе пĕрле саккуна пăснă тĕслĕхсем те нумайланнă. Ачасене преступлени тунă çĕре хутшăнтарнăшăн РФ Уголовлă кодексĕн 150 статйипе пĕр уголовлă ĕç пуçарнă. Район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн начальникĕ Юрий Алексеев çак темăна малалла тăсрĕ. Çамрăксем преступлени тăвассине профилактикăлас тĕлĕшпе ирттернĕ ĕçсем, вĕсем ачасене мĕнле витĕм кÿни çинчен каласа пачĕ. Право йĕркине пăсакансем хушшинче, мĕн калăр та, йывăр лару-тăрăва лекнĕ, ашшĕсĕр, амăшĕпе кăна çитĕнекен çемьесенчи ачасем ытларах. Вĕсене тимлĕх, контроль çитменни куç кĕрет. Çак ирĕклĕхпе усă курса усал ĕçе явăçаççĕ те вĕсем. Кил хуçалăхĕнчи ĕçсене тумасан ача хăçан мĕн те пулин тума вĕренеет-ши вара; Çул çитменнисен хушшинчи криминаллă лару-тăрăва лайăхлатас тĕллевпе çапла йышăнчĕç: шалти ĕçсен пайĕнче профилактика учечĕнче тăракан ачасене ĕçе, кружоксемпе секцисене явăçтарассипе мерăсем тупмалла; профилактика субъекчĕсемпе кашни эрнерех районти йĕркесĕр çемьесене, преступлени тăвас туртăм пур ачасене вырăна çитсе тĕрĕслемелле. Физкультурăпа спорт секторĕн ертÿçи Владимир Ильин Спортпа сывлăх вунă кунлăхĕ мĕнле иртнипе паллаштарчĕ. Çĕнĕ çулти кану кунĕсенче районта кашни кун тенĕ пек тĕрлĕ шайри спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ, спорт залĕсемпе бассейн 3 пине яхăн çынна йышăннă. Райадминистрацин экономика пайĕн эксперт специалисчĕ Ольга Осипова 2013 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче вăя кĕнĕ 44-мĕш номерлĕ "Патшалăх тата муниципалитет ĕçĕсене тума тавар туянмалли, ĕçпе тата пулăшусемпе тивĕçтермелли сферăри контракт системи çинчен" федераллă саккунри çĕнĕ- лĕхсемпе паллаштарчĕ. Ку документ патшалăх тата муниципалитет шайĕнчи ĕçсене тунă çĕрте пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Саккунпа килĕшÿллĕн конкурс управляющийĕн тĕп ĕçĕсенчен пĕри – тавар туянмалли плана туса хатĕрлесси, ăна пĕрлехи информаци анлăшĕнче вырнаçтарасси тата ыт. те. Çĕнĕ çул уявне тивĕçлĕ тата хаваслă кĕтсе илме районта кашни çулах конкурс ирттереççĕ. Ятарлă комисси культура, вĕренÿ, суту-илÿ, ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисене мĕнле капăрлатнине хаклать. Шкулсене илемлетессипе Вăтапуç вăтам шкулĕ малти вырăна тухнă. Ун хыççăнхи вырăнсене Вырăскас Пикших тата Янкăлч шкулĕсем йышăннă. Ача сачĕсене капăрлатассипе те Вăтапуçсемех пултаруллă пулнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Уçырмари ача сачĕ тата Тури Юнтапари пуçламăш шкул – ача сачĕ. Культура учрежденийĕсем хушшинче Çеçпĕлти, Уçырмари, Сителти культура çурчĕсем тăрăшуллă пулнă. Çуртсене çутăсемпе илемлетессипе те конкурс иртнĕ. Ку енĕпе малти виçĕ вырăна Шăхасанти Çĕнтерÿçĕсен лапамĕ, Ăвăспÿрт Кипечри тата Сиккассинчи культура çурчĕсем тивĕçнĕ. Ялсенчи урамсене илемлетекенсем те пулнине палăртма уйрăмах кăмăллă. Шăхасанти "Çĕнтерĕве 40 çул" тата Кăшнаруйĕнчи К.Кольцов урамĕсенче пурăнакансем малти икĕ вырăна пайланă. Районти çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалист Алина Павлова ял тăрăхĕсенчи çамрăксен канашĕсем хушшинче ирттернĕ спорт спартакиадине пĕ- тĕмлетрĕ. Шăхасан, Вăтапуç, Кăшнаруй çамрăкĕсем пуринчен те маттуртарах пулнине çирĕплетрĕ Алина Евстафьевна. Вĕсене Хисеп грамотипе тата укçан премипе наградăларĕ. Çамрăксен канашĕсене вырăнта пулăшса пыракансем Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç. И.ВЛАДИМИРОВА.