АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лаша хăйĕн вăйне шанать

11 января 2014 г.

Лаша – хăйне евĕр выльăх. Унăн çулĕнче çуралнă çынсем – ăслă, лайăх ораторсем. Вĕсем ума лартнă тĕллевсене яланах пурнăçлаççĕ. Çак çынсем ирĕклĕхе юратаççĕ, çапла майпа çеç хăйсене телейлĕ туяççĕ. Лаша çулĕнче çуралнисем хăвăрт тарăхаççĕ, кирлĕ пулсан – пат татса хураççĕ. Вĕсем – мал ĕмĕтлĕ. Нумай шухăшламаççĕ – профессие, ĕç вырăнне тăтăшах улăштараççĕ. Кунашкал çынсем çул çÿреве кăмăллаççĕ. Хĕсĕк тавралăх, пĕр пеклĕх вĕсене, ыттисемпе танлаштарсан, часах йăлăхтараççĕ. Лаша çулĕнче кун çути курнисем ытларах килшĕн, çемьешĕн ĕçлеççĕ. Карьера вĕсемшĕн – укçа ĕçлесе илмелли мел çеç. Вĕсем хăйсен вăйне шанаççĕ, çавăнпа пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупаççĕ – ыттисем ăмсанмаллиех. Кун пеккисене тус-юлташĕ ĕçе парăннăран мар, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕрен, ытарайманлăхĕшĕн хисеплеççĕ. Юратура вĕсем – ăссăр, каялла çаврăнса пăхмаççĕ. Лаша çулĕнче çуралнисен туйăмĕсем çул çинчи кирек мĕнле йывăрлăха та парăнтараççĕ. Хавхаланăвĕ пысăк. Савнă çыннишĕн ку – питех те илĕртÿллĕ. Лашасем хăш чухне çынна вăйлă хăнăхаççĕ, çавăнпа малтанхи туйăмĕсене манаймаççĕ. Çапах кун пек чухне те вĕсем ирĕклĕх, çĕнĕ туйăмсем пирки ĕмĕтленеççĕ. Лаша çемьере – вăйлă çын, хăйĕн ĕнси çине хăпарса ларма памасть. Лаша çулĕнче çут тĕнчене килнисем театрсене, пухусене, концертсене, спорт мероприятийĕсене... çÿреме кăмăллаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ спортăн пĕр-пĕр тĕсĕпе туслă. Лаша питĕ лайăх политик, спортсмен е сутуçă пулаять, кирек мĕнле ĕçре те ĕлкĕреет. Чи кирли – хăйĕн пуçарулăхне, вăйне кăтартма май пултăр. Лаша çулĕнче çуралнисем юлташĕсен хушшинче паллă, мĕншĕн тесен вĕсем яланах хаваслă, калаçма юратаççĕ. Лаша çын шухăшне тÿрех тавçăрать – лешĕ каласа та ĕлкĕреймест. Вăл укçа-тенкĕ тытма пĕлет. Пĕр сăмахпа – кунашкаллисем пултаруллă, ăслă. Кулленхи ĕçсем вĕсемшĕн кăсăклă мар. Лаша çулĕнче çуралнă çынсем анлă тавра курăмлă. Сÿтсе явакан ыйту тĕлĕшпе тÿрех сĕнÿсем параççĕ. Вĕсене ыттисем шанаç-çĕ, мĕншĕн тесен кунашкаллисем икĕ питленмеççĕ: чунтан кулянаççĕ, пĕрле савăнаççĕ. Йывăрлăхра сăмахпа, сĕнÿпе çеç мар, ĕçпе те пулăшаççĕ. Анчах вĕсен пĕр çитменлĕх пур: чĕлхе чаракĕ çук, пĕр-пĕр хыпара вăрттăнлăхра тытма пĕлмеççĕ. Паллах, кунта нимĕнле тавăру-хаярлăх çук. Çак çынсем хăш чухне хăйсене алăра тытаймаççĕ çеç. Лаша çулĕнче çут тĕнчене килнисене çĕнĕ шухăшсемпе хавхалантарма çăмăл. Анчах вĕсем валли пĕр асăрхаттару пур: хăй тĕллĕн тапаçланни хăш чухне пăтăрмахсем кăларса тăратма пултарать. Лаша ĕç кăтартăвне курмасть тĕк çĕнĕ проектпа аппаланма, çĕнĕ шухăшсемпе хавхаланма пултараймасть. Вăл пĕр иккĕленмесĕрех лайăх канаш параять. Анчах ытларах чухне хăй ăшĕнче иккĕленет. Çак çынна лайăх паллакансем ку пахалăха сиснех пулĕ. Чăннипе, Лашасен кăмăлĕнче хирĕçлĕх нумай, çапах вĕсемпе хутшăнма кăмăллă. Лаша çулĕнче паллă нумай çын çуралнă: Никита Хрущев, Борис Ельцин, Леонид Брежнев, Александр Солженицын, Фредерик Шопен, Нил Армстронг, Владимир Ленин, Марк Туллий Цицерон, Рембрандт, Теодор Рузвельт...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика