АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлашки ăсату

11 января 2014 г.

Иртсе каякан 2013 çул Ешкилт ялĕнче пурăнакансемшĕн хисеплĕ ватă ентеше Федор Миронович Миронова чыслăн пытарнипе те асра юлать. Ял-йыш каланă пек Тимĕрçĕ Мирун Хĕветĕрĕ 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисенчен чи нумай пурăннă ветеран шутланнă. 18 çула кайсанах çар ретне тăнăскер хаяр вăрçă Çĕнтерÿпе вĕçленичченех салтак тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Киле таврăнсан вара ашшĕн питĕ кирлĕ ĕçне малалла туса пынă, вун-вун çул тимĕрçĕ лаççин вучахне сÿнме паман, тĕрлĕ машинăпа ĕç хатĕрне юсанă, хуçалăхра кирлĕ япаласене ăсталанă. Тăхăр вунă çула кайиччен пурăннă Хĕветĕр тимĕрçĕ, пур енĕпе те ялта тирпейлĕ ĕçчен хресчен пулнă. Унăн таса ятне ырăпа асăнса пирĕн пысăках мар Ешкилт ялĕ тĕнче историне яланлăхах çырăнса юлнă вăрçăн калама çук тертлĕ тапхăрĕнче мĕнле пурăнни, ентешсем фронтра та,уй-хирпе фермăсенче те пĕтĕм вăя хурса тăрăшни çинчен кĕскен те пулин каласа парас тетĕп. Гитлер вăрă-хурахне хирĕç паттăрăн çапăçнă полксенче Ешкилт çыннисем те пулнă. Лайăх ас тăватăп: 1940 çулхи кĕркунне хаçатсенче салтак причакĕн çĕнĕрен çырса çирĕплетнĕ тексчĕ çапăнса тухнăччĕ. Унччен Хĕрлĕ Çара çирĕм икĕ çул тултарнă, çирĕп сывлăхлă каччăсене илнĕ. Шĕвĕр тăрăллă, пысăк хĕрлĕ çăлтăрлă буденновкăсем тăхăннă салтаксем киле таврăнатчĕç те тÿрех "Большевик" колхозра ĕçлеме пикенетчĕç. Кайран вĕсем пурте пекех тепĕр хутен салтак тумĕ тăхăнчĕç. Хальхинче алла хĕç-пăшал тытса тытăçăва кĕчĕç... 1940 çулхи кĕркунне! Канашалла хывнă аслă çул хĕрринчи чăлт шурă вулăллă хурăнсем ылтăн тĕслĕ çулçăпа витĕнсен, ял варринчи çĕнĕ клубра лăк тулли пуçтарăннă халăх 1918-1920 çулсенче çуралнă вун икĕ маттур йĕкĕте Хĕрлĕ Çара ăсатрĕ. Салтак ячĕ тухнă каччăсем "Виçĕ танкист" юрра сцена çине тухса ушкăнпа янратни паян та куç умĕнчех. Григорий Иванов, Степан Павлов, Дмитрий Фомин, Филипп Васильев, Трофим Игнатьев тата ыттисем пурте Хĕвел анăç Украинăри çар чаçĕсене лекнĕ. Вĕсен çырăвĕсем Перемышль, Рави-Русских хулисенчен килетчĕç. Шăпах вĕсем, çамрăк салтаксем, хĕвел хĕмленсе тухса шуçăм тĕссĕрленичченех анăçран тапăнса килекен фашистсен çулне пÿлнĕ. Нумайăшĕ пĕрремĕш тытăçурах куçĕсене хупнă. Радио та, телефон та пулман ун чухне пирĕн аякри ялта. Вăрçă пуçланни çинчен пĕлтерсенех ял Канашĕпе колхоз ертÿçисене Шăхасана, район центрне, пуçтарнă. Вĕсем яла таврăнсанах клуб умĕнче митинг пулчĕ. Колхоз председателĕ Иван Викторов çĕршывра лару-тăру кăткăсланни çинчен хумханса каласа пачĕ, çапла хушса хучĕ: эпĕ, çулпа çамрăках мар пулин те, хам ирĕкпе фронта тухса каятăп. Вăрçăра пайтах хура-шур курнă ĕнтĕ ватă салтак Иван Викторов. Темиçе хутчен аманнă. Çапах та вăрçă чарăнсан киле таврăннăччĕ. Кунта вара... Тăшмана çĕнтернине кăштах паллă тунăскер правлени çурчĕ умĕнче тăрантас чарăннине, малти урисем сакăл çамрăк ăйăр турта хушшинче тăнине курах каять. Ара, хăй вăрçă умĕн Çĕрпÿри селекци станцийĕнчен колхоз валли туянса илсе килнĕ ăратлă ăйăр вĕт-ха! Тÿсеймест: васкаса чупса пырать, лачкам тарланă çăра çилхинчен ачашлама пикенет. Янавар та палласа илнĕ пулас хăйĕн хуçине: янравлăн кĕçенет. Район пуçлăхĕ, самăркка çамрăк арçын, тĕртсе ярать чунĕ çилĕпе капланса тулнă фронтовика. Лешĕ те парăмра юлас темен. Халăх умĕнче хытах ятласа тăкнă район пуçлăхне. Вирлĕн тавăрать лешĕ. Çавăнтах акт çыраççĕ. Иван Викторов салтака политика статйипе айăпласа тĕрмене тыттарса яраç-çĕ. Пирĕн ялтан 105 çын хутшăннă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине. Вĕсенчен çурри ытла киле таврăнайман, таçти-таçти çĕрте яланлăхах выртса юлнă. Вăрçă кĕрленĕ тапхăрта фронтра йывăр аманнисем, Çĕнтерÿ кунĕ хыççăн тăван килĕсене çаврăнса çитнисем колхозра хĕрÿ ĕçе пикенеççĕ. Унччен тăватă çул уй-хирти, выльăх-чĕрлĕх фермисенчи чи йывăр ĕçсене хĕрарăмсем, ача-пăча пурнăçланă. Çирĕм-вăтăр çын хĕллехи уйăхсенче Йĕпреç таврашне вăрман касма тухса кайнă, тăшман танкĕсене тытса чармалли оборона линийĕ тума хутшăннă. Эпир те, вун ик - вун виçĕ çулти ачасем суха тума, Канашри элеватора тырă леçме хутшăннă: "Большевик" колхозăн çамрăксен транспорт бригадине фронта пулăшас енĕпе хастар ĕçленĕшĕн комсомол Тĕп Комитечĕн Хисеп грамотине панă. Уй-хир бригадисене тăватă комсомолка – Мария Харитонова, Анастасия Николаева, Матрена Александрова, Лидия Иванова ертсе пынă. 1-мĕш бригада пуçне тăнă вун çиччĕри Мария Харитонова вăрçа кайнă пиччĕшĕ Евлампий Харитонов вырăнне йышăнчĕ. Ялампи пичче фронтран час-часах бригада ĕçченĕсен ячĕпе виç кĕтеслĕ çырусем яратчĕ, вĕсене халăх ушкăнпа пухăнса вуланă. Салтакран таврăнсан Евлампий Харитонов каллех бригадир пулчĕ, "Хисеп Палли" ордена тивĕçрĕ. "Мухтав" орденне илнĕ Никифор Гаврилов, вăрçăра кĕçĕн командир пулнă Семен Кирилловпа, Василий Антонов, Иван Николаев саппасри лейтенант колхоз ертÿçин тивĕçне пурнăçларĕç. Фронтовик- ентешсен паха тĕслĕхĕ çамрăк ăрăва хĕрÿ чун-чĕреллĕ патриот пулма хавхалантарнă. Пирĕн кÿршĕри çамрăксем пурте Тăван çĕршыв умĕнчи гражданла тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Петр Яковлев Çурçĕр флочĕн "Киров" линкорĕ çинче, Иван Николаев Амур флотилийĕн чикĕ хуралĕнче маттур командирсем пулнă. Василий Семенов шыв тĕпне анакан водолазсен Камчаткăри базинче, Василий Николаев Лăпкă океан флочĕн пехотинче, Петр Иванов Кубань тăрăхĕнче кавалери полкĕнче хĕсметре тăнă. Шел, паян пĕри те чĕррисен хушшинче çук ĕнтĕ, вĕсене чи ăшă сăмахпа асăнатпăр. Вăрçа хутшăннă юлашки салтака масара пытарсан тин çав вăрçă вĕçленет теççĕ. Ĕмĕрлĕх канăç тĕнчине ăсатнă юлашки паттăр салтак пулчĕ Федор Миронович Миронов Ешкилт çыннисемшĕн. Тăпри çăмăл пултăр... А.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика