11 января 2014 г.
Малти Ăнтавăш ялĕнче пурăнакансем Çĕнĕ çул кĕреки валли продуктсем çĕнĕ лавккара туянчĕç. Вăл – республикăра 2013 çулта уçăлнă 30-мĕш магазин. Лавкка умне пухăннă халăх умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Чăвашпотребсоюз председателĕ В.Павлов, райпо канашĕн председателĕ В.Павлов, Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Максимов, ветерансен канашĕн председателĕ Л.Ильина, магазин поставщикĕ В.Сорокин, ял çынни Г.Михайлов сăмах каларĕç, Çĕнĕ çул, лавкка уçăлнă ятпа саламларĕç. Ассортиментра вырăнти тавар туса кăларакансен продукцийĕ те сахал мар. Малти Ăнтавăшăн пĕчĕк уявне вырăнти артистсем хитре юрăсемпе илемлетрĕç. А.ТЯМИНА.