11 января 2014 г.
2013 çулта район администрацийĕн граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пайра 497 ачана (виçĕм çул 22 ача нумайтарах пулнă) шута илнĕ. Çак йышран 270-шĕ – арçын ачасем, 227-шĕ – хĕрачасем. Пĕлтĕр бракра тăман хĕрарăмсен 129 пепкине регистрациленĕ. Ку вăл çуралнă ачасен 26 проценчĕ шутланать. 18 ачан амăшĕсем - çул çитмен çамрăксем. Тăватă йĕкĕреш. 192 çемьере иккĕмĕш, 87 çемьере виççĕмĕш, 31 çемьере тăваттăмĕш е ытларах пепке çут тĕнчене килнĕ. Анлă сарăлнă ятсем – Кирилл, Егор, Максим, Даниил, Валерия, Виктория тата Анастасия. 138 çемье чăмăртаннă, 2012 çулта – 5 çемье нумайрах. Урăх хуласенчи граждансемпе 14-ăн, çул çитменнисемпе 3-ĕн, кĕскетнĕ срокпа 22-ĕн, ют çĕршыв çыннипе 5-ĕн çырăннă. Пĕлтĕр 109 çемье (2012 çулта 87) çемье арканнă. 93-ĕшне судпа уйăрнă. Иртнĕ çулта 592 çыннăн пурнăçĕ (виçĕм çулхинчен 80 сахалтарах) татăлнă. Çав шутра арçынсем – 309-ăн, хĕрарăмсем – 283-ĕн. 16 çын ячĕсене улăштарни çинчен акт çырнă. 90 арçын хăй ашшĕ пулнине саккунпа çирĕплетнĕ. 2 ачана усрава илнĕ. В.АЛЕКСЕЕВ.