01 января 2014 г.
Амăшĕпе 4-ри Кристина садикрен таврăнаççĕ. Хĕр ача пĕр чарăнми чĕвĕлтетет. Вăл Çĕнĕ çула кĕтсе илме епле хатĕрленни пирки чунтан-хавалтан каласа парать. – Анне, уяв залĕнче питĕ пĕчĕк чăрăш ларать, – тет вăл. – Эпир ун тавра карталанса тăрса юрлăпăр. Маска тăхăнăпăр. – Питĕ аван. Унччен сăвăсем те вĕренмелле. – Эпĕ пĕлетĕп! Дима пĕлмест. – Вĕренет пулĕ-ха. – Çук, – пуçне сулать хĕр ача. – Унăн малти шăлĕ тухса ÿкнĕ. Дима – мулкач пек, сиккелет кăна. – Темех мар, – кулать Кристинăн амăшĕ, – çĕнĕрен тухĕ. – Анне, – ывăнмасăр пуплет хĕр пĕрчи. – Пирĕн пĕчĕк Петя пур. Вăл ташлама ăста. Ларса ташлать те ÿкет, унтан тăрать, каллех сиккелеме тытăнать. Наталия Владимировна ăна Хĕл Мучи парне парать терĕ. Эпĕ те маттур, анне. Вĕреннĕ сăвва Шурă сухал умĕнче калатăп. – Çапла, эсĕ те маттурскерĕм манăн, – ача пуçĕнчи калпака тÿрлетет амăшĕ. – Сăвă каласа кăтарт-ха мана. – Çиччас! – савăнать Кристина. Унтан шурă юр çинчи ура йĕрне сăнаса тăп чарăнать. Амăшне куçран пăхать. – Димăн ашшĕ мĕн каланине пĕлетĕн-и; Вăл пирĕн садикри пĕчĕк чăрăш Çĕнĕ çулччен пы-ысăк пулать тесе ăнлантарнă. Тепĕр виçĕ кунран уяв пулать. Унччен чăрăш епле çитĕнтĕр; Вăл суять-и; Симĕсскере никам та шăвармать-çке. – Димăн ашшĕ шÿтленĕ. Хĕл Мучипе Юр Пике килнĕ чухне сирĕн урăх чăрăш, чи капăрри, пулĕ, – ăнлантарать амăшĕ тĕпренчĕкне. Кристина Хĕл Мучин кутамкки пысăккине, унта упа çурипе мулкач та, тилĕпе шапа та пуррине пĕлет. Анчах вăл çав чĕр чунсем ачасем валли чикнĕ канфета çисе ярасран хăрать. Туяллăскер шăпăрлансене мĕнпе савăнтарĕ; –Тимĕр шапа симĕс хăярпа пан улми çиет-ха. Тилĕ чăх ашĕ юратни çинчен илтнĕччĕ. Мулкач купăста кăмăллать. Ой, анне, Хĕл Мучи вĕсене вăрмантан епле илсе килĕ-ха; Чĕр чунсем тухса тармĕç-ши; – Ан кулян, хĕрĕм. Кутамккари упа çурисемпе мулкачсем, тилĕсем – теттесем. Питÿ сивĕпе мĕнле хĕрелнĕ, – йăл кулса чуп тăвать амăшĕ пĕчĕкскере пит çăмартинчен. Тăрăс-тăрăс сиккелет пĕчĕк ача. Çывăх çыннине Çĕнĕ çул хăнисем валли мĕнле парне хатĕрленине пĕлтерет. Сăвă каласа памашкăн ун умне тăрать: – Кĕрен питлĕ Хĕл Мучи Вăрмантан тухать. Ун хыçĕнчен çил ачи Шăхăрса чупать. Ах, хитре-çке Юр Пике, Йăлкăшса кулать. Хĕл Мучи ав туйипе Ташласа тухать. Пултаратăп, чăннипех, Сăвă калама. Эп Хĕл Мучи чĕннипе Тухрăм ташлама! Кристина чăваш ташши ташлама пуçлать. Аллине калле-малле сулкалать, вĕттĕн-вĕттĕн пускалать. Амăшĕ такмак каласа алă çупать. Хĕпĕртенĕ хĕр ача Çĕнĕ çула питĕ хавхаланса хатĕрленет.