01 января 2014 г.
Çемьере ача-пăча мĕн чухлĕ нумайрах, пурăнма çавăн чухлĕ хаваслăрах та лайăхрах. Ача чухне çакна ăнланмастпăр-ха, анчах çитĕнсен аппа-пиччерен, йăмăк-шăллăмран хаклăрах тăван çук. Пурте ыррăн-сыввăн пурăнсан чунра та лăпкă. Эпир çемьере ултă пĕр тăван ÿснĕ. Тăватă арçын ачапа икĕ хĕрача пулнă аттепе аннен. Халĕ пурте хамăр çемьепе пурăнатпăр. Эпĕ хам Шăхасан салинче тĕпленнĕ, йăмăксенчен пĕри, Нина, – Вăрнар районĕнчи Ярмушка ялĕнче. Нина Борисовна Вăрнар районĕнчи Кивĕ Шуртан ялĕнче çуралса ÿснĕ. Канаш районĕнчи Ямаш шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ. Шкул хыççăн Свердловск хулине вĕренме кайнă, обществăлла апатлану институтĕнче очно вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Пилĕк çултан тăван яла таврăнса ĕçлеме пуçланă. Ĕçчен те çаврăнăçуллă хĕре Ярмушка ялĕнчи Петр Андреевич куç хывнă, çамрăксем пĕр-пĕрне юратса çемье чăмăртанă. Хăтлă çурт лартнă. Нина Борисовна ялти лавккара заведующи пулса ĕçлет. Мăшăрĕ те ăста ал-ураллă: механизатор та вăл, строитель те. Пур ĕçе те пĕрле килĕштерсе тăваççĕ. Ивановсем виçĕ хĕр çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Мăнуксемпе савăнаççĕ. Ачисене пултарнă таран пулăшса тăраççĕ. Нина йăмăкăм çак кунсенче çуралнă кунне паллă турĕ. Эпир ăна чунтан саламласа мĕн пур ыррине сунатпăр.
В.МИХАЙЛОВ. Шăхасан сали.