АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл ачасем валли çырать

01 января 2014 г.

Совет Союзĕн Геройĕ А.П.Петров ячĕллĕ Ачча вăтам шкулĕнче ача-пăча писателĕпе Л.Кадкинпа тĕл пулу иртрĕ. Вăл 1937 çулхи авăнăн 5-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Каçал ялĕнче çуралнă. Пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă. Тăлăхсем пиллĕкĕн пулнă. Вун тăваттă тултарсан Лева Мускава чукун çул училищине вĕренме тухса кайнă. Унтан токаре вĕренсе тухнă. Часах тĕп хулари "Подъемник" заводра ĕçлеме тытăннă. Ăнсăртран тенĕ евĕр чăваш каччи çерем уçнă çĕре кайма трактористсем кирли çинчен вуласа пĕлнĕ. Нумай шутласа тăман вăл, трактористсен курсне çырăннă. Краснодар крайĕнче Совет Çарĕн ретне тăриччен "хурçă ут" çÿретнĕ. Салтакран таврăнсан шăпа ăна Çĕпĕре илсе çитернĕ. Ĕçленĕ хушăрах 9 çухрăмра ларакан шкула вăтам пĕлÿ илме çÿренĕ. Алла аттестат илсенех педагогика институчĕн филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Студент чухнех пултарулăхне кура Л.Кадкина шкул директорне лартнă. Вăл кĕретсĕр майпа вĕренме куçнă. 1977 çулта Çĕнĕ Шупашкара куçса килнĕ. Çирĕм çула яхăн Шупашкарти кабель изделийĕсен заводĕнче вăй хунă. Лев Кириллович пĕр-ремĕш сăввине шкулта вĕреннĕ чухне çырнă. Çапларах ăнлантарчĕ çакăн пирки çыравçă хăй: "Ку чăнласа пулман. Поэзие юратакан, ăна ăнланакан кашни ачах, пултарулăх тени пулсан, сăвă çырса пăхатех. Манпа та çаплах пулса тухрĕ". Малтанхи сăввисем Çĕпĕрте пĕлÿ илнĕ чухне вырăнти хаçатра пичетленнĕ. Пĕрремĕш кĕнеки 2007 çулта "Царевич Комарович" ятпа çут тĕнчене килнĕ. Каярахпа чăвашла куçарса "Вăрăм тунасен çĕршывĕнче" ятпа тухнă. "Çунатлă çунашка" кĕнекешĕн Л.Кадкин "2009 çулта вуланнă чи лайăх кĕнеке" конкурсăн "Чи лайăх ача-пăча кĕнеки" номинацире диплома тивĕçнĕ. Виç-çĕмĕш кĕнеки – "Ашак кĕперĕ". Лев Кириллович тăваттăмĕшĕ те вулакансем патне çитме хатĕрленсе çитнине пĕлтерчĕ. Вăл мĕн çинчен пулни, мĕн ятлине шарламарĕ. Хальлĕхе çакă пĕчĕк вăрттăнлăх иккен. Вăхăт çитсен пĕлĕпĕр-ха. Л.Кадкин хайлавĕсене вырăсла çырать. Вĕсене чăвашла Раиса Сарпи, В.Тимаков, Г.Матвеева куçараççĕ. Хăй вара Н.Тĕветкел сăввисене "вырăслатать". Прозăпа та интересленет. Хальлĕхе вĕсем пичетре пулман-ха. Хăна ачасене çĕнĕ сăввисемпе юптарăвĕсене вуласа пачĕ. Чĕр чунсем, çут çанталăк çинчен çырнă хайлавĕсем пейзажсем, япаласен тĕнчине яр уççăн сăнарлаççĕ. Лев Кириллович пурнă-çĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ, залран панă ыйтусене хуравларĕ, хăйсен вăйĕсене литература пултарулăхĕнче тĕрĕслесе пăхас текенсене ăнăçу сунчĕ. 5-8-мĕш классенче вĕренекенсем илемлĕ юрă-сăвăпа, хаваслă ташă-кĕвĕпе савăнтарчĕç. Улттăмĕшсем "Вăрăм тунасен çĕршывĕнче" юмах тăрăх йĕркеленĕ сценкăна лартса пачĕç.

Л.ПАНТЕЛЕЙМОНОВА, библиотекарь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика