01 января 2014 г.
Района ĕçлĕ çул çÿревпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ И.Моторин килчĕ. Вăл районти темиçе объекта çитсе курчĕ. Пĕрремĕш чарăну Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн Атнашри ку чухнехи çĕнĕ сĕт-çу ферминче пулчĕ. Пысăк хăнана республикăн ял хуçалăх министрĕ С.Павлов, район пуçлăхĕ – депутатсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Атнаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.Тимофеев, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Н.Андреев, çак объекта çĕкленĕ "Возрождение" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ С.Ефремов кĕтсе илчĕç. Юр пике тумне тăхăннă хĕрсем, капăрлатнă чăрăш пысăк уяв, Çĕнĕ çул, çывхарса килнине систерчĕç. Фермăна уçнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă митингра И.Моторин Çĕнĕ çул умĕн çĕнĕ объект уçни ырă йăла пулнине палăртрĕ. Çак ятпа пухăннă халăха саламларĕ, Çĕнĕ çулта çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ. Ял Чăваш Ен правительстви пысăк тимлĕх уйăракан объект шутланать. Çулсерен бюджетăн пысăк пайне ял хуçалăх территорийĕсене аталантарма уйăраççĕ. Ялсенче çĕнĕ объектсем уçăлни агропромышленность комплексĕ малалла аталаннине пĕлтерет. Самаях пысăк инвестици уйăраççĕ, хушма ĕç вырăнĕсем уçăлаççĕ тата ытти лайăх енсем палăраççĕ. 200 ĕне вырнаçмалăх сĕт-çу комлексне ку чухнехи технологипе тунă. Сăмах калакансем татах та пулчĕç: хуçалăх ертÿçи Н.Андреев, С.Павлов министр, райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов, "Возрождение" пĕрлĕх гендиректорĕ С.Ефремов, Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнчи сĕт-çу фермин ертÿçи С.Мулеев тата ыттисем те. Акă, евĕклĕ самант та çитрĕ. Хĕрлĕ хăйăва И.Моторин, С.Павлов, В.Софронов, Н.Андреев кассан ферма алăкĕ яриех уçăлчĕ. Урамри халăх кĕпĕрленсе комплекса кĕчĕ. Кунти пÿлĕмсемпе, блоксемпе, аслă витепе, вĕсенче мĕн пуррипе интересленсе паллашрĕç. Александр атте ферма çурчĕн тул енне тата ăш-чикне Турă шывĕпе сăвапларĕ. Шăхасан салинче И.Моторин вырăнти вăтам шкулăн кивĕ çуртĕнчен 92 вырăнлăх ача сачĕ тунă çĕре кĕрсе курчĕ. Çĕнетÿ ĕçĕсене И.Славкин ертсе пыракан "Гефест" тулли мар яваплă пĕрлĕх тăвать. Малалла çул Карăклă ялне выртрĕ. Кунта районти ял тăрăхĕсен Кĕрешÿ центрне тăвасси вĕçленсе пырать. Ĕçсем мĕнле пынипе "Аридаль" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕ Ю.Альхимович паллаштарчĕ. Вăтапуçĕнчи "Колокольчик" ача садне 62 ача çÿрет. Çĕнĕ çулта вĕсен йышĕ 82 çитĕ. Тăваттăмĕш ушкăна уçнă çĕре И.Моторин та хутшăнчĕ. Иван Борисович саламлă сăмахĕсене парнепе çирĕплетрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пулас ăрăва воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата çак ĕçре нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ача сачĕн музыка ертÿçине О.Евлампьевăна, М.Николаевăпа Е.Осипова воспитательсене Хисеп грамотипе чысларĕ. Вăтапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Трофимов та пушă алăпа килмен. Вăл ачасем валли теттесем илсе килнĕ. Садик заведующийĕ Л.Григорьева хăнасене хисеплесе килнĕшĕн тав турĕ. Пĕчĕк артистсем юрă-ташăпа кăмăла çĕклерĕç.
В.АЧЧА.