АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйĕн завочĕ тейĕн

27 декабря 2013 г.

"Ăратлă кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен "Канашский" завод АУОн экс-гендиректорĕн Константин Гербергăн хăтланăвĕсем пирки эпир кĕскен çырнăччĕ. Халь вара суд йышăнăвĕ те пур: приговор вăя кĕрсе ĕлкĕреймен пулин те ĕç-пуçпа тĕплĕнрех паллаштарни вырăнлă. 50 çулти Герберга Уголовлă кодексăн темиçе статйипе айăпланă: предприяти пурлăхне уйрăмах пысăк виçепе тăкакласа пĕтернĕшĕн, коммерци организацийĕнчи полномочисемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн тата пысăк виçепе улталанăшăн. Следстви комитечĕн Канашри пайĕ тата суд çирĕплетнĕ тăрăх – предприятире хăйĕн хуралçисем пулнине пăхмасăр 2010 çулхи раштавра гендиректор уйрăм çыннăн хурал предприятийĕпе килĕшÿ тунă. Тĕрĕссипе, çав организацие унчченхи хуралçăсемех куçнă, вĕсем хăйсен малтанхи тивĕçĕсенех пурнăçланă. Анчах хурал предприятийĕпе тунă килĕшÿ хакĕ – уйăхра 400 пин тенкĕ. Çавна май ертÿçĕн çак утăмĕ завода 3 млн ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Акционер обществин директорсен канашĕ хăйĕн валли Канашра хваттер туянма, тара илме ирĕк паман пулин те Герберг предприяти ячĕпе хваттер туянмалли килĕшÿ тунă, уншăн организаци кассинчен малтанлăха 50 пин тенкĕ тÿленĕ. Кайран вара çав хваттере арендăна илмелли килĕшÿ çуралнă. Уншăн уйăхсерен 60 пин тенкĕ тÿлесе тăрассине çирĕплетнĕ. Çак хак Канашри пурăнмалли çурт-йĕр рынокĕнче çирĕпленнĕ виçерен 7-10 хут пысăкрах! Чăннипе, гендиректор унта пурăнман та, вĕçĕмсĕр Мускавра тата Самар облаçĕнче командировкăсенче çÿренĕ. Хваттерте вара çÿлерех асăннă хурал предприятийĕн директорĕ пурăннă. 2011 çулхи кăрлачран Герберг акцийĕсем 100 проценчĕпех Раççей Федерацийĕн шутланакан кайăк-кĕшĕк завочĕн командировка талăкĕшĕн тÿлемелли çĕнĕ виçисене çирĕплетнĕ. Ку чи малтанах хăйне кирлĕ пулнă – саккунпа палăртнинчен темиçе хут пысăкрах тунă. Кайран вăл хăй час-часах Мускава тата Самар облаçне командировкăсене кайнă, хăй ертсе пыракан предприяти водителĕсене унта янă. Çав хуласенчи фирмăсен хăй паллакан пуçлăхĕсемпе калаçса татăлнă та – вĕсем командировка хучĕсенчи "килнĕ" тата "кайнă" графасене алă пусса пичет çапса панă. Тĕрĕссипе, çав командировкăсем производствăшăн кирлĕ те пулман. Унсăр пуçне предприяти шучĕпе Турцире те каннă – ют çĕршывсенчи контрагентсемпе ĕçлĕ калаçусем ирттерес тĕллевпе командировкăра пулнă имĕш. Çак çул çÿревсем завода тата 1,7 млн тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Кунпа кăна та çырлахман, 2011 çулта Герберг предприяти кассинчен тĕрлĕ пурлăх туянма пĕрре кăна мар укçа илнĕ, çав пурлăхпа хăй усă курнă. Сиен – 1,5 млн ытла тенкĕлĕх. Асăннă çулхи кăрлачра вăл заводăн тĕп бухгалтерне кайăк-кĕшĕк валли тырă кÿмелле тесе улталаса кассăран 300 пин тенкĕ илнĕ, ăна та хăйĕн кĕсйине чикнĕ. Çав вăхăтрах тĕш тырăпа тивĕçтермешкĕн никампа та килĕшÿ туман. Тепĕр уйăхран, нарăсра, хăйĕн пĕлĕшĕнчен "Мазда-6" автомобиль арендăна илмелли суя килĕшÿ тунă. Уншăн уйăхсерен тÿлемелли виçене 30 пин тенкĕ тесе палăртнă. Çав автомобильпе акционер обществи усă курман та. Кăштахран, 2011 çулхи çу уйăхĕнче, гендиректор хайхи пĕлĕшне хăй ертсе пыракан предприятин Мускаври представителĕн должноçне йышăннă. Уйăхри оклад– 40 пин тенкĕ. Канашри завода, паллах, тĕп хулара унашкал представитель кирлĕ те пулман. Укçашăн çапла тунă. Автомобиль арендишĕн тата хайхи "представителе" тÿлекен укçана Герберг хăй илнĕ, унпа хăйĕн предприяти умĕнчи парăмне тÿленĕ. Ултавлă çак "операцие" пула завод 400 пин тенке яхăн çухатнă. Курттăммăн кăна мар, ваккăн та вăрланă. Преступленисен списокĕнче 34 пин тенкĕ ытла вăрлани те пур. Çав укçапа вăл хăйĕн вилнĕ хунямăшĕн хуçалăхĕнче юлнă 12 качакана туяннă. Чухларăр пуль: ку тĕслĕхре те выльăха чăннинчен чылай пысăкрах хакланă. Çавăн пекех вăл тÿлевлĕ медицина пулăшу ĕçĕсемшĕн те предприятин 11 пин тенкĕ укçипе татăлнă. Пĕтĕмпе Герберг патшалăх харпăрлăхĕнчи предприятие 7,3 млн ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Канаш районĕн сучĕ ăна 8 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварса пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма йышăннă. Çавăн пекех суд ăна 500 пин тенкĕлĕх штрафланă. Унсăр пуçне суд "Канашский" заводăн 6 млн та 980 пин тенкĕлĕх тавăçне те тивĕçтернĕ.

Н.КОНОВАЛОВ. "Х", 208-мĕш ".

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика