АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл мучи тусĕсене пуçтарчĕ

27 декабря 2013 г.

Кашни çулах Çĕнĕ çул умĕн "Хĕл мучи тусĕсене пуçтарать" конкурс фестиваль ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Кăçал вăл раштавăн 25-мĕшĕнче районăн ял хуçалăх пасарĕн территоринче иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕ тата ертсе пыраканĕ – район администрацийĕн социаллă аталану пайĕ тата районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕн ĕçченĕсем. Пухăннă халăха çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе Хĕл мучипе Юр пике, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Асхва ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Иванов, пасар директорĕ В.Васильев саламларĕç, ăнăçу, лайăх кăмăл-туйăм сунчĕç. Фестивале культура учрежденийĕсен илемлĕ пултарулăх коллективĕсем, шкулсенче вĕренекенсем, ял тăрăхĕсен çумĕнчи çамрăксен канашĕн членĕсем хутшăнчĕç. Хĕл мучипе Юр пике тата вĕсен тусĕсем хăйне евĕрлĕ Çĕнĕ çул саламĕ тата "Тĕлĕнмелле кутамкка" конкурс хатĕрленĕ. Вĕсем савăнăçлă иртрĕç. Хаваслă мероприятин тĕп условийĕ халăха савăк кулăпа хĕртсе ярасси пулчĕ. Таврара вăйă-кулă чылайччен янăраса тăчĕ. Тÿресем çĕнтерÿçĕсене номинацисем тăрăх палăртрĕç: "Чăн-чăн Хĕл мучи" – Шелттем ял тăрăхĕн Культурăна аталантаракан тата халăха библиотека пулăшăвĕ паракан центрĕн директорĕ Ю.Максимов, "Пултаруллă Юр пике" – Çĕнĕ Чалкасси хĕрĕ Т.Дмитриева, "Хĕл мучин чи лайăх çĕнĕ çул костюмĕ" – Шелттем, Янкăлч ял тăрăхĕсен коллективĕсем, "Юр пикен чи лайăх çĕнĕ çул костюмĕ" – Шелттем ял тăрăхĕнче ĕçлекенсен коллективĕ, "Юрлама-ташлама ăста Хĕл мучи" – Уçырма ял тăрăхĕн коллективĕ, "Куравçăсен килĕштерĕвĕ" – Шăхасан ял тăрăхĕн коллективĕ, "Çĕнĕ çул сăнарĕ" – Ямаш тата Кăшнаруй ял тăрăхĕсен коллективĕсем, "Чи лайăх Çĕнĕ çул елки" – Ухман ял тăрăхĕн коллективĕ. Фестиваль конкурса хутшăннисене пурне те дипломсемпе парнесем парса хавхалантарчĕç. Мероприятине килнисем Шăхасан çынни С.Орлов ăсталанă теттесемпе интересленсе паллашрĕç.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика