АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренни çитĕнÿ тума пулăшĕ

25 декабря 2013 г.

Шупашкарта учительсене хушма пĕлÿ паракан центр йĕркеленĕ курсран пирĕн районтан улттăн вĕренсе тухрĕç. Вĕсем – Г.Кужакова (Вăтапуç шкулĕ), Н.Никифорова (Çĕнĕ Чалкасси), А.Николаев (Шăхасан), Е. Сильвестрова (Вăрăмпуç), И.Романова (Пайкилт) тата Ю.Кириллов (Çеçпĕл). Преподавательсем графика, скульптура, дизайн, кăранташпа тата сăрăпа ÿкересси, компьютер графики енĕпе нумай çĕнни пачĕç. Вĕсем вĕрентÿ ĕçне самаях ансатлатĕç. Чăвашсен паллă художникĕн М.Спиридоновăн музей-хваттерĕнче пултăмăр, Акценовсен ячĕллĕ 6-мĕш номерлĕ вăтам шкулта ÿнер кружокĕнче пĕлÿ илекен ачасен ĕçĕсемпе паллашрăмăр. Наци библиотекинче паллă живописецăн тата графикăн А.А.Кокелĕн хĕрĕ Светлана Кокель "Тĕнче хĕрарăмсен куçĕпе" ятпа хатĕрленĕ курав пурин кăмăлне те кайрĕ. Курава пысăк хак паракансен хушшинче хамăр ентеш, "Республика" хаçатăн тĕп редакторĕ, Çеçпĕл вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă Л.Филиппова та пулчĕ. Ю.КИРИЛЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика