25 декабря 2013 г.
Хула администрацийĕн Пысăк залĕнче "Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем çирĕплетесси çинчен" саккуна пурнăçлас енĕпе çыхăннă ыйтусемпе тата çак саккунăн 2 тата 4-мĕш статйисене улшăнусем кĕртес енĕпе канашлу иртнĕ. Унта хулари тата районти организацисен представителĕсене чĕннĕ. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, хула администрацийĕн пуçлăхĕн пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ А.Зайцев, Чăваш Енте пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин уйрăмĕн çумĕ Т.Аскарова, Канаш хулипе район халăхне ĕçе вырнаçтаракан центр директорĕ Б.Семенов, хулапа район прокурорĕн аслă пулăшуçи Е.Харитонова, транспорт прокурорĕн пулăшуçи К.Иванов, хулапа районти организацисемпе предприятисен представителĕсем хутшăннă. Канашлăва Б.Семенов уçнă. Халăха социаллă хÿтлĕх паракан органсем пĕлтернĕ тăрăх, хулара 3347, районта 2641 инвалид пурăнать, вĕсенчен 1645-шĕ тата 1338-шĕ ĕçлеме пултараççĕ. Центрта 49 инвалида ĕçсĕррисен йышне кĕртнине шута илнĕ, çакă вăл ĕçсĕррисен 13,5 проценчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 130 инвалид ĕç пирки пынă, 107-ĕшне вырнаçтарнă. Т.Аскарова саккуна кĕртнĕ улшăнусем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Прокуратура представителĕсем саккуна пăхăнман предприятисене мĕн кĕтни çинчен каласа панă. Докладсене сÿтсе явнă çĕре "Промтрактор-Вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕн персоналпа ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Е.Высоцкая, районти потребительсен обществин председателĕ В.Павлов тата ыттисем тухса калаçнă. Вĕсем инвалидсене ĕçе вырнаçтарас опычĕпе те паллаштарнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ĕç паракансене çирĕплетнĕ квотăна пурнăçлама чĕнсе каланă. Çапла майпа инвалидсем хăйсене обществăн тулли праваллă гражданинĕсем тесе туйма пултараççĕ.
В.АЛЕКСЕЕВ.